Кирек ăçта пĕлÿ пухакансемшĕн те черетлĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать. Алла аттестат, диплом илес текенсен патшалăхăн экзаменĕсене тытмалла пулать. Совет Союзĕн Геройĕ Е.Александров ячĕллĕ чăваш аграри колледжĕнче (Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕ) те çавах. Юлашки курсра вĕренекенсем пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленеççĕ.
Пĕлÿ илме республикăн кăнтăр муниципалитет округĕсенчен, Тутарстанран, ытти çĕртен килекенсем те пур. Аякрисене пурăнма общежитине вырнаçтараççĕ.
417 çамрăк ăс пухать колледжра. Вĕсем ял хуçалăх тата çăмăл автомашинăсемпе ĕçлеме тата вĕсене юсама, ÿсен-тăран çитĕнтерме, строительство ĕçĕсене пурнăçлама вĕренеççĕ. Электрик, сварщик, повар, кондитер профессийĕсене алла илекенсем те пур.
Ку чухнехи вĕрентĕве тытса пыма условисем çитеççĕ. Хăтлă местерскойсем, кирлĕ оборудованисем, спортзал, столовăй пур. 42 гектар çĕр колледжăн. Унта тулă, урпа çитĕнтереççĕ. Акмалли-лартмалли агрегатсем çитеççĕ. Пухса çапма комбайн та пур.
— Вĕренÿ пахалăхне ÿстерме çĕнĕрен-çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтерни те кăмăллă. Паянхи пурнăçра ял условийĕсенче сварщиксене хатĕрлени те вырăнлă. Виçĕ уйăх çурăра вĕсем ку енĕпе теорине те, практикăна та алла илеççĕ. Ятарлă программăпа вĕренеççĕ, документлă пулаççĕ,— тет калаçăва малалла тăсса колледж ертÿçи Алексей Логунов. — Аслăрах çулхисем те вĕренме килеççĕ колледжа.
Ĕçпе тивĕçтерекенсемпе çыхăнура пулни те çамрăксен малашлăхĕшĕн лайăх. Тĕллевлĕ вĕренме те пулăшаççĕ ертÿçĕсем. Стипенди парса тăраççĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах студентсем предприятисемпе организацисенче практикăра пулаççĕ. Алла диплом илсен вара вĕсем патне ĕçе вырнаçаççĕ.
— Пĕр ял хуçалăх кооперативĕнче кĕске каникул вăхăтĕнче ĕçпе тивĕçтерчĕç. Мана 15 пин тенкĕ тÿлев парса савăнтарчĕç. Татах та татах каяс килет унта,— тет савăнăçне пытараймасăр çур акине хутшăннă пĕр студент.
Ĕç çĕклет, юлхав ÿкерет тесе ахаль каламаççĕ çав. Ÿркенменнисем вĕренÿре те харсăр. Акă, Вадим Галкинпа Дария Иванова Раççей Федерацийĕнчи наука вĕрентĕвĕн министерствин стипендине тивĕçнĕ.
Республикăри 5 колледж хушшинче ирттернĕ конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илме пултарни те ачасен пултарулăхĕпех çыхăннă.
Тăван ялтан каймасăрах кирлĕ пĕлĕве илсе çывăхра ĕçе вырнаçнине нимĕн те çитмест. Çакăншăн хĕпĕртеççĕ те паянхи çамрăксем.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
