«БТВ» маттур!
Пăрачкаври «Поречье» стадионта Чăваш Енре футболла выляса мала тухассишĕн «Порецкое» тата «БТВ» (Патăрьел) командисем хушшинче матч иртнĕ. Вăйă Патăрьелсем 4:1 шутпа çĕнтернипе вĕçленнĕ. Хапхана Никита Бархоновпа Николай Романов — пĕрер, Антон Антонов икĕ гол кĕртнĕ.
Кĕрешÿçĕсем çĕнтерÿпе таврăннă
Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кĕçĕн Чăнлăра Сабантуй кĕрленĕ. Уяв спорт ăмăртăвĕсемпе те пуян пулнă. Тутарла пиçиххипе — корэш — кĕрешекенсем вăй виçме тухсан халăх уйрăмах нумай пухăннă. Патăрьелĕнчен кайнă спортсменсем ăмăртура хăйсен ăсталăхне туллин кăтартнă. Çăмăл мар тупăшура Ранис Кардонов абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ыттисем те пьедестал çине тăма тивĕçнĕ. 25 килограмлисенчен Амирхан Тухветуллов, 60 килограмм таяканнисенчен Фанис Купкенов пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ильшат Купкенов (60 кг), Алмаз Ишмуратов (80 кг), Илназ Кеметов (100 кг) иккĕмĕш тухнă.
Спортсменсен çĕнтерĕвĕнче Эльфис Мтиев тренерăн тÿпи пысăк. Вăл вĕсене кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать.
Пăхăр медале тивĕçнĕ
Шупашкарта Федерацин Атăлçи округĕнче мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура тата чемпионатра «Паттăр» спорт шкулти Валентина Осипова тренер-преподавателĕн вĕренекенĕ Павел Пятаков 3000 метра чупассипе пăхăр медале тивĕçнĕ. Вăл чи вăйлă спортсменсенчен кăшт çеç каярах юлса финиша виççĕмĕш çитнĕ.
Август 2026 |
