«Сывлăх пункчĕсем» ял çыннисене йышăнаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:58 Просмотров: 172

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе иртнĕ çул республикăра старт илнĕ «Сывлăх патне — утăм» проект малалла ĕçлет.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пуçару ушкăнĕн тата «Сывлăхлă малашлăх» парти проекчĕн сĕнĕвĕпе çак эрнерен çынсен сывлăхне тĕрĕслекен, вĕсене кирлĕ сĕнÿсем паракан сывлăх хуралĕн специалисчĕсем çула тухрĕç. Кунтах пациентсем тĕрлĕрен анализ пама та пултараççĕ.

Вырăна тухса çынсене йышăнакан «Сывлăх пункчĕсем» çумĕнче «кардиопоезд» тата «ачасен тухтăрĕ» «сывлăх пуйăсĕсем» те пур. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн кăçал республикăри сывлăх хуралĕн ĕçченсем 73 пинрен кая мар çынсен сывлăхне тĕрĕслеме палăртаççĕ.

«Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн çула тухакан «Кардиопоезд» ĕç графикĕпе Патăрьел муниципалитет округĕнче июнĕн 26-мĕшĕнче пулмалла.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика