Республикăри «Чăваш Енри çутă çу кунĕсем»
проектпа килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн артисчĕсем автоклубпа ялсем тăрăх çÿреççĕ. Вĕсем Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă «Эпир — пурте пĕрле» ятпа концерт лартаççĕ. Чуна пырса тивекен, патриотла юрăсене халăх хапăлласа йышăнать,
артистсене алă çупса тав тăвать.
Нумай пулмасть культура ĕçченĕсем Туçа территори пайĕнче пулнă. Ял çыннисем «Сик! Тух!» этнопроекта та хаваспах хутшăннă. Чăваш тĕрриллĕ кĕпесемлĕ арçынсемпе чăваш кĕписем тăхăннă, тĕрленĕ саппунсем çакнă хĕрарăмсем артистсемпе пĕрле вăйă картине тăнă. Пурте пĕрле ĕлĕкхи тата хальхи юрăсене шăрантарнă.
Уява çаврăннă мероприяти пурин кăмăлне те кайнă. «Çакнашкал концертсем халăха пĕрлештерме, асатте-асанне йăлисене йăхран-йăха тăсма май параççĕ», — теççĕ курма пынисем.
Август 2026 |
