Спорт çарти йывăрлăхсене çĕнме пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:57 Просмотров: 131

Кивĕ Ахпÿртри Мария Куделина каç выртсан та, ир тăрсан та, май пур чухне кашни самантра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан 2 ывăлĕ тĕрĕс-тĕкел çÿреччĕр, тăван тăрăха сывлăхпа таврăнччăр тесе Турра кĕл тăвать. 7 ача амăшĕшĕн кашни пепки хаклă, анчах вăрçă хирĕнче пурнăçпа вилĕм юнашарах çÿренине питĕ лайăх пĕлет. 2024 çулхи август уйăхĕнче Серафим ывăлĕ неонацистсемпе кĕрешсе паттăрла куçне хупрĕ. Халĕ пĕр тăванĕсем шăллĕшĕн тавăрса фашист юлашкисене тĕп тăвассишĕн тăрăшаççĕ.

Отпуска малтан Кирилл килчĕ, вăл кайсан тепĕр 4-5 кунтан Георгий çитрĕ. Шел, шăллĕпе тетĕшĕ каллех курнăçаймарĕç. Мĕн тăвăн ĕнтĕ?

— Кирилпа телефонпа çыхăнсах тăратпăр. Серафимпа та май пур чухне калаçнă. Анне патне вара час-часах шăнкăравлатăп е хыпар яратăп, — терĕ Георгий калаçу пуçланнă май. Амăшĕшĕн ачисенчен SMS илни вара чи пысăк савăнăçсенчен пĕри.

Георгий Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухнă. Унтан Хусанти механикăпа технологи колледжне ăс пухма кĕнĕ. Дипломне хÿтĕленĕ хыççăн икĕ кунтанах салтак аттине тăхăннă. Моряк çурçĕр флотĕнче, çар карапĕ çинче пулнă. Сăмах май, шăпах Североморскинче унăн кукашшĕ те, Кивĕ Ахпÿртре пурăннă Николай Алексеевич Павлов, çар тивĕçне пурнăçланă. Икĕсыпăкри тетĕшĕ те кăшт маларах çак корабль çинчех службăра тăнă. Мĕн ачаран спортпа туслăран Георгий салтакри йывăрлăхсене питех туйман.

— Пĕчĕккĕ чухнех эпĕ кĕрешекенсене телевизорпа курма юрататтăм, хамăн та вĕренес килетчĕ. Ĕмĕтĕме пурнăçлама, малтанхи утăмсем тума ялти Илья Вячеславович Васильев пулăшрĕ. Кайран Владимир Феоктистович Сеприханов клубра кĕрешме вĕренес текенсем валли секци уçрĕ, унта çÿрерĕм. Единоборствăна алла илме пуçларăм. Хусана вĕренме кайсан та спорта пăрахман. Кунта вăл вăхăтра вăй илме пуçланă хутăш кĕрешĕвĕн ММА тĕсĕпе кăсăкланса кайрăм. Спорт мана хама шанма вĕрентрĕ, — тесе аса илет СВО участникĕ.

Çартан таврăнсан Георгий Александрович ашшĕ çуралнă тăрăха, Ростов облаçĕнчи Волгодонск хулине каять. Малтан строительте ĕçлет, анчах чунĕ çар еннеллех туртнăран Росгвардине вăй хума вырнаçать. Спорта тата ытларах тимлĕх уйăрать. Тренировкăсене çÿрет, алăпа çапăçассипе, самбопа, хутăш кĕрешÿпе тĕрлĕ хулара иртекен ăмăртусене хутшăнать, пĕрре мар çĕнтерет. Алăпа çапăçассипе тата самбопа спорт кандидатне хÿтĕлет.

2022 çулта Украинăри ятарлă çар операци пуçлансан Георгий ĕçлекен Росгвардин тĕп управленине Донецк Халăх Республикине куçараççĕ.

— Запорожье облаçĕнче çĕнĕ çар подразделенине çынсене пухнине пĕлнĕ хыççăн унта кайрăм. Кунта ытларах вырăссемпе украинецсем, килĕштерсе пурăнатпăр. Тĕрĕссипе, вырăнти халăх вăрçăран ывăнса çитнĕ. Куллен дронсем вĕçеççĕ, вĕсен хушшинче пĕр сехетре 200, 500 çухрăм хăвăртлăхлисем те пур. Пилотсăр вĕçекен хатĕрсене тепловизорпа сăнаса тăратпăр, — тет Георгий. Ахаль чухне те пит калаçма юратманскер ытлашши пĕр сăмах та каламасть. Пирĕн калаçăва юнашар итлесе ларакан амăшне ывăлĕн пăшăрхантарасси те килмест ĕнтĕ.

Георгий Серафим шăллĕн юлташĕсемпе тачă çыхăну тытать. Вĕсем хушăран тĕл пулаççĕ те. Çар çыннисен пĕрлехи тема та, çавăн пекех аса илÿсем те нумай. Пурте хăвăртрах çĕнтерÿпе таврăнма ĕмĕтленеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика