Патăрьел муниципалитет округĕнче хăйсен юратнă ĕçне ламран-лама куçарса пыракансем сахал мар. Ахмеевсем — социаллă сферăра хăйсен професси ăсталăхне пуянлатса пыракан династисенчен пĕри. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 150 çул!
Династие пуçарса яранĕ Александра Ахмеева. Вăл 1964 çулта халăхăн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен аслă инспекторта хăйĕн ĕçне пикеннĕ. Социаллă сферăри стажĕ 38 çул. Ĕç ветеранĕ «Отличник социального РСФСР» знака, «Заслуженный работник социального обеспечения Чувашской АССР» хисеплĕ ята, ытти наградăна тивĕçнĕ.
Паян унăн хĕрĕ Валентина Васильевна Краснова династие малалла тăсать, аслă пĕлÿ илнĕ хыççăнах округри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта отделени заведующийĕнче тăрăшать. Унăн ĕç стажĕ те 33 çул. Вăл та ĕç ветеранĕ, Раççей, Чăваш Республикин Ĕç министерствисен Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Социаллă сферăра тăрăшакан Галина Паукина, Елена Абужарова, Людмила Скворцова, Валентина Думилина çывăх тăванĕсем Ахмеевсен ĕç династине малалла та пуянлатакансем.
Август 2026 |
