1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш Съездĕнче Раççей Патшалăх суверенитечĕ пирки Деклараци йышăннă. Çавна май Раççей Конституцийĕ тата унăн саккунĕсем чи пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. 1992 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнчен Раççей кунне уявлама пуçланă. Халĕ çулсеренех çĕршыври пур хулапа ялта та тĕрлĕ наци çыннисем пĕр шухăшлă пулса çак уява паллă тăваççĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕ — Раççей çĕршывĕн пĕр пĕчĕк пайĕ. Пирĕн окург Чăваш Республикинче тĕрлĕ наци халăхĕпе çеç мар, уйрăм тĕн йăли-йĕркине пăхăнакан çынсем пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕрин культурине, ĕненĕвне хисеплесе пурăннипе те палăрса тăрать. Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче православи тĕнне ĕненекенсемшĕн те, ислам йăли-йĕркине тĕпе хурса пурăнакансемшĕн те хăй халăхĕн ăс-хакăлĕ çинче никĕсленсе тăракан йăласен тытăмĕ, культури тĕп вырăнта. Çакна муниципалитет округĕнче çулсеренех иртсе пыракан культура мероприятийĕсенче те, тĕл пулусенче те уççăн курма пулать. Акă, йăлана кĕнĕ Акатуй-Сабантуй Патăрьелсемшĕн çеç мар, тавра округсемшĕн, кунта хапăл туса пуçтарăнакан ытти хăнасемшĕн те чăн-чăн мăнаçланмалли уяв. Çак кун пирĕн тăрăхра туслă пурăнакан чăваш, вырăс, тутар, ирçе çыннисем тăванла туйăмпа вăйă картине тăраççĕ, пĕрле юрлаççĕ-ташлаççĕ, савăнаççĕ, Раççей çĕршывĕ пуян та çирĕп пулнине кăтартса параççĕ.
Нумай пулмасть çеç, тĕрĕсрех каласан çветтуй Троица уявĕн кунĕнче, чылай территори пайĕсенче ял уявĕсем кĕрлесе иртсе кайрĕç. Вĕсене шăпах 2026 çулхи Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн , Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Çакă та пирĕн тăрăхра пурăнакансен пĕр шухăшлăхне çирĕплетекен йăлана кĕнĕ хисеплĕ уявсенчен пĕри.
Çулсеренех Шăнкăртамра иртекен «Ăрусене çыхăнтаракан уяв» та 50, 55, 60 е тата ытларах çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан туслă çемьесем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулнине, пирĕн çĕршыв кăтартуллă çемьесемпе, йăла-йĕркепе пуян пулнине çирĕплетет.
Раççей кунĕ — тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн, чечекленĕвĕшĕн, унăн тĕрекĕшĕн пĕрле вăй хумалли уяв та. Çавăнпа та паян пирĕн ĕçрен, пултарулăхран, гражданла яваплăхран Патăрьел округĕн, Чăваш Республикин, пĕтĕм çĕршывăн пуласлăхĕ килет.
Альбина НИКОЛАЕВА
Июль 2026 |
