Çут çанталăка юратма ачаран вĕрентет

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:55 Просмотров: 71

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи, Турханкасси участокĕн начальникĕ Наиль Янтыков ачасене çут çанталăка юратма, упрама вĕрентесси пирки сахал мар тăрăшать. Ун патĕнче час-часах Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем тĕл пулăва килеççĕ.

Наиль Шамилович Шăмăршă лесничествинче 30 çул ытла тăрăшать. Вăл опытлă специалист та, çав вăхăтрах çамрăк ăрăвăн наставникĕте. Партин «Симĕс экономика» тата «Таса çĕршыв» проекчĕсемпе килĕшÿллĕн ачасемпе экскурсисем ирттерет, вăрманта хăйсене мĕнле тытмаллине, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене, çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене вĕрентет.

Тава тивĕçлĕ вăрманçă «Экологи ырлăхĕ» наци проектне пурнăçа кĕртессипе те тăрăшать. 40 ытла ÿсен-тăран çитĕнекен дендропарк ачасемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те питĕ кăсăклă. Кунта тавралăх илемĕпе киленме, тавракурăма аталантарма питĕ аван.

(Хамăр корр.)

— «Хăйĕн тĕслĕхĕпе çамрăксене экологи воспитанийĕ пани Чăваш Енри вăрман пуянлăхне пулас ăру валли упрама май парать», — çапла палăртнă республикăри экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ, «Единая Россия» партин «Таса çĕршыв» проектăн регионти координаторĕ Эмир Бедертдинов.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика