Анкар сĕтеклĕ курăкпа тулĕ, ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче пулĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:54 Просмотров: 88

Виçĕ çул каялла туяннă «Полесье» комбайн рулĕ умĕнче Петр Сулагаев. Каччă кăçал пĕрремĕш хут хăй тĕллĕн хуçалăх ĕçне хутшăнать. Çуркунне «ДТ-75» тракторпа çĕр улми лартмалли лаптăка доминаторпа, фрезапа çемçетнĕ. Халĕ нумай çул ÿсекен курăка вырать.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çурхи ĕçсем вĕçленчĕç, анчах çакă çĕр çынни пушаннине пĕлтермест. Хальхи вăхăтра нумай çул ÿсекен курăксене вырма тухнă.

«Красное Знамя» хуçалăхра 1600 гектар çĕр, унтан 430 гектарне нумай çул ÿсекен курăксем йышăнаççĕ. Нÿр тата ăшă çитнĕрен вĕсем аван çитĕннĕ. Комбайн вырса кайнă хыççăн юлакан паккус самаях хулăм.

— Хуçалăхра 800 пуç ĕне-выльăх, вĕсенчен сăваканни — 404. Апата кашни çулах çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшатпăр. Иртнĕ çул хывнă сенаж çитес çулхи март уйăхĕчченех çитерме çитет, анчах çакă кăçал лăпкăн çеç пурăнмаллине пĕлтермест. Куçакан фонд яланах кирлĕ. Халĕ çулакан курăкран та сенаж хатĕрлетпĕр. Çавăн пекех кăçал силос валли тата тепĕр вырăн тума палăртнă, — каласа парать «Красное Знамя» ЯХПК ертÿçи Николай Никифоров. Николай Петрович хуçалăхра çĕнĕ çын мар. Ачаранах уншăн кунти хирсем çывăх. Чылай çул предприятие ертсе пынă Петр Никифоровпа та юнашар нумай вăхăт пĕрле вăй хунă. Шупашкарти аграри университечĕн выпускникĕ ашшĕн ĕçне малалла тăсать. Сăмах май, Петр Николаевич хушăран хăнăхнă йăлапа уйсене, фермăна çитсе килет. Çĕр ĕçне парăннăскерĕн чунĕ чăтмасть ĕнтĕ.

— Кăçал ятарлă пĕлÿ илнĕ 5 çамрăк хуçалăха вăй хума килчĕ. Аслисем вĕсене хăйсен опычĕпе паллаштарса, ĕçе вĕрентсе пыраççĕ. Паллах, пурте тÿрех пулмасть, çавăнтан хăнăхаççĕ, — терĕ калаçăва хутшăнса Валерий Красников агроном. Валерий Петрович 20 çул çĕр ĕçĕпе тăрăшать, маларах уй-хир бригадирĕ пулнă. Аграри университетĕнче агроном профессине алла илнĕ специалистăн опычĕ пысăк. Шаннă тивĕçе юратса пурнăçлани те тухăçа ÿстерме пулăшать.

Çур аки, выльăх апачĕ хатĕрлесси кал-кал пынин сăлтавĕсенчен пĕри — техника юсавлă пулни. Сăкăтсем тракторпа кăкарса çÿремелли хатĕрсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, пурте хире тухма юрăхлă пулнă. Парка та патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çĕнетсех тăраççĕ. Юлашки 5 çулта техникăн 80 процентне тин заводран тухнисемпе улăштарнă. Пахча çимĕç шăвармалли оборудовани туяннă.

Ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хуракансене хавхалантарассине те аван йĕркеленĕ. Кăçал Ял кунĕнче пурне те укçан преми панă.

Редакцирен:

Сăмах май каласан, «Красное Знамя» хуçалăх кашни çулах хăйсен хастар ĕçченĕсене районти «Авангард» хаçата çырăнса парать. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта та Сăкăтсем хаçатпа паллашсах тăрĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика