СПИД çывăрмасть, асăрханни пăсмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:51 Просмотров: 82

МАЙĂН 17-31-мĕшĕсенче тĕнчипех СПИДпа чирлесе вилнисене асăнаççĕ, ВИЧ пуррисене хăйсене упрамаллине аса илтерет.

Патăрьелĕнчи тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова пĕлтернĕ тăрăх, округра 60 çын ытла ВИЧпа чирлет. Сахал тесе калаймастăн, çав вăхăтрах диагноз лартманнисем те пулма пултараççĕ. Диагностика — хамăр сывлăхшăн тăрăшмалли пĕрремĕш утăм! Çакна шута илсе тĕрĕсленмелле, поликлиникăра кун валли направлени параççĕ. ВИЧ анализне процедура кабинетĕнче илеççĕ, вырăнти фельдшерпа акушер пунктĕнчи медсестрасем патне те пыма юрать.

Сывлăх — чи хаклă пурлăх, апла пулсан диспансеризаци тухни пуриншĕн те усăллă. Вăхăтра чире тупса палăртни, сипленни ĕмĕре тăсма пулăшать.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика