Чăваш Республикинче «Ниме. Халăх бюджечĕ» программа çулсеренех анлăланса, вăй илсе пырать. Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче асăннă программăпа ялсем хăтлăланса пыни куçкĕрет. Кăçал 74 проектпа тĕрлĕрен объект хута каймалла. Хальхи вăхăтра вĕсенчен тăххăрăшĕ пурнăçа кĕме ĕлкĕрнĕ, тăватă проекчĕпе çывăх вăхăтра ĕçсене вĕçлемелле.
Çак кунсенче çеç Аслă Чементе Халăх бюджечĕн программипе ăшă гараж туса пĕтернĕ. Пушар хăрушлăхĕнчен хÿтĕленме халĕ вĕсен пушар автомашине лартма хăтлă вырăн пур.
Шăнкăртамри урамсене асфальт сарас ĕç хĕрсех пырать. Тукай, Свобода, Восточная урамсенче çак ĕçе вĕçленĕ. Ял çыннисен пуçарăвĕпе, хастарлăхĕпе кăçал вĕсем çакнашкал 11 проекта пурнăçа кĕртме хатĕрленеççĕ.
Июль 2026 |
