Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри
«Никольский вулавĕсем — 2026»
наукăпа практика конференцийĕиртнĕ.
Ăна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне, паллă ученăй Николай Никольский çуралнăранпа 148 çул çитнине халалланă. Мероприятинче пленарлă ларусем, мастер-классем, вĕрентÿ трекĕсем, педагогика, культурăсем хушшинчи хутшăну, патриотла воспитани тата хальхи вăхăтри технологи ыйтăвĕсене хускатнă.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти педагогсем — Люция Хисамутдиновăпа Ризиля Кадырова (сăн ÿкерчĕкре) — хутшăннă, хăйсен професси опычĕпе паллаштарнă. Иккĕшĕ те республикăн тĕп хулинчен пушă алăпа таврăнман, вĕсем «Никольский вулавĕсем — 2026: Историнчи, культурăри тата çутĕçĕнчи халăх пĕрлĕхĕ» конференцин лауреачĕсем.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
