Ял кунĕсем ташласа та савăнса иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:42 Просмотров: 86

Иртнĕ канмалли кунсенче нумай ялта Ял кунĕсем иртрĕç. Çветтуй Троица уявĕнче Çĕнĕ Ахпÿрт иртенпех кĕрлесе те шавласа тăнă. Савăнăçлă кĕвĕ сасси таврана сарăлнă.

Уява Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов хутшăннă. Вăл уявпа саламланă май малашне те яла хăтлăрах, илемлĕрех тăвассипе пĕрлехи вăйпа ĕçлеме хатĕррине палăртнă. Çавăн пекех мероприятинче территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Казакова, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Евгений Мартышкин сăмах тухса каланă.

Мероприятинче ĕçре палăрнисене те чысланă. Евгений Мартышкинпа Людмила Краснова фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансем грамотăсемпе укçан преми илме тивĕçнĕ.

Ял кунне спорт вăййисем те илем кÿнĕ.

Сцена çине Сергей Лекерев, Денис Павлов тата Данила Зайцев эстрада артисчĕсем тухсан пурте пĕрле савăнса юрланă та ташланă.

х х х

Сăкăтра ытти çулсенче Ял кунне стадионта ирттернĕ пулсан, кăçал пуçарулăх бюджечĕпе юсаса тирпейленĕ культура çурчĕ умĕнчи лапамра (кунта асфальт сарнă, тенкелсем вырнаçтарнă, 6 çутă юпи лартнă, клуба кĕрекен картлаçсене çĕнетнĕ) йĕркеленĕ. Уява округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн çумĕ Андрей Воробьев, «Красное Знамя» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Николай Никифоров, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Казачков, Леонид Кузнецов фермер тата ытти сумлă хăнасем хутшăннă.

Мероприяти чыславран пуçланнă. Обществăлла ĕçре хастаррисем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин, муниципалитет администрацийĕн Тав çырăвĕсене илме тивĕçнĕ. «Красное Знамя» ЯХПК ака вĕçленнĕ май хуçалăхра ĕçлекенсене парнесемпе сумланă.

Уяв концерчĕн программи тулли те пуян пулнă. Культура çуртĕнче вăй хуракансемпе пĕрлех ялти юрлама юратакансем те хăйсен çепĕç сассисемпе халăх умне тухнă.

Мускав облаçĕнчи Лобня хулинчен килнĕ «Белая верба» ушкăн шăрантаракан юрăсем кашнин чунне тыткăнланă. Вырăссем чăвашсен икĕ юррине те вĕренсе килнĕ. Картана тăрса пурте пĕрле савăннă

Каçхине çултан çул тытса пыракан ырă йăлана малалла тăсса вăййа тухнă. Чăваш кĕпине тăхăннă, тĕрленĕ саппун çакнă, шурă тутăр çыхнă ял çыннисем пĕр урамран тепĕр урамма çитнĕ.

Ял кунĕнче ачасем валли выляма-сикме батутсем вырнаçтарнă, суту-илÿ речĕ те ĕçленĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Аслă Чеменсем кăçалхи ял уявне Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Мероприяти программи тулли те анлă пулнă. Ял халăхĕпе пĕрлех культура, спорт мероприятийĕсене аякран та çывăхран килнĕ ентешсем те хаваспах хутшăннă. Уява пухăннисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова, Аслă Чемен территори пайĕн начальникĕ Денис Никифоров, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Фролов, Аслă Чементи вăтам шкул директорĕ Наталия Адидатова, ялăн хисеплĕ гражданинĕ Николай Алешев, Юлия Мартынова ветеран-педагог, СВО ветеранĕсем Владимир Латышов, Митрофан Софронов, Андрей Иванов саламланă, пурне те ăнăçу, çитĕнÿ, тăнăç пурнăç суннă.

Ял уявĕнчи спорт лапамĕ хĕрÿ вăйăсемпе кĕрлесе çеç тăнă. Арçынсем тĕрлĕ ушкăнпа кире пуканĕ йăтнă, помост çинче кĕрешнĕ, волейболла вылянă. Сцена ăстисем, «Ассорти» ташă ушкăнĕ вара уява пухăннисене юрă-кĕвĕпе савăнтарнă, çăмăл ташшипе кăмăла уçнă. Чăваш тумне тăхăннă хĕрарăмсем ертсе пынипе пурте пĕрле вăйă картине тăнă. Аслă Чемен ялĕ пуçланса кайни 419 çул çитнине халалланă уяв асра юлмалла, кăмăллă иртсе кайнă.

Канмалли кунсенчех Аслă Чемен территори пайĕнче хисеплĕ ентешне, паллă спортсмена Николай Карзакова асра тытса мини-футболла та вылянă. Вăййа пилĕк команда хутшăннă. Йĕпреçрен килнĕ спортсменсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Аслă Чеменсем, виççĕмĕшĕнче — Тури Чакăсем.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика