Салтак медале тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:40 Просмотров: 91

Иртнĕ çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче Туçара пурăнакан Никита Михайлова (сăн ÿкерчĕкре) ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем, юлташĕсем салтака ăсатнă. Канашри медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă каччă çар службине Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминскинчи çар госпиталĕнчен пуçланă. Вăл кунта медбрат пулса сипленекенсене пулăшу панă. Икĕуйăх медучрежденинче пулнă хыççăн каччă тăракан чаçе Брянск чиккине куçарнă.

Никита чикĕре те хăйне лайăх енчен, харсăр та маттур салтак пулнине, Тăван çĕршыва юратнине кăтартнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çамрăк «Çапăçу ветеранĕ» удостоверение тата Раççей Федерацийĕн Хÿтĕлев министерствин «Çапăçури пĕрлĕхе çирĕплетнĕшĕн» медале илме тивĕçнĕ.

Туçа каччине салтак службине сумлăн пурнăçласа таврăнасса килĕнче ашшĕпе амăшĕ, Илья шăллĕпе Ульяна йăмăкĕ чун-чĕререн кĕтеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика