Экзаменсем пуçланчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:38 Просмотров: 116

Патшалăхăн тĕп тата пĕрлехи экзаменĕсем пуçланчĕç. Округра пĕлÿ тĕрĕслевне 9 класран вĕренсе тухакан — 410, 11 класри 164 выпускник хутшăнать.

Июнĕн 1-мĕшĕнче 11 класра вĕренекенсем историпе, литературăпа тата химипе, 4-мĕшĕнче — вырăс чĕлхипе, июнĕн 2-мĕшĕнче 9 класра вĕренекенсем математика, 5-мĕшĕнче биологи, географи, информатика, физика тата акăлчан чĕлхи предмечĕсемпе тытнă.

Юлашки çул парта хушшине ларакансем патшалăхăн пĕрлехи пур экзаменне те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тытаççĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр тĕрĕслев ĕçне кÿршĕ округри вĕренекенсем те кунтах çыраççĕ.

9 класран вĕренсе тухакансем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулсенче экзамен параççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика