Контейнера пур япалана та пăрахма юрамасть

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:37 Просмотров: 137

Ялсенче çÿп-çап контейнерĕсене вырнаçтарнăранпа вăрмансенче, çырмасем хĕррисемпе, çул айккипе лартнă йывăçсем хушшинче ăпăр-тапăр тултарнă михĕсем сахалтарах курăнаççĕ. Çынсен ăнланулăхĕ, культури ÿс-

се пырать тесе калама пулать, анчах...

Йăлари хытă каяшсене пухмалли ятарлă ещчĕксем патне çитсен çÿç-пуç вирелле те тăма пултарать. Мĕн кăна çук-ши кунта! Çевокĕсене тасатса тирпейлеççĕ те начаррисене контейнера пăрахаççĕ. Пахчари çум курăка, кĕркунне çитсен хăяр-помидор аврине, çĕрнĕ çĕр улмисене е вĕсен хупписене (хулара теççĕ-ши?), хăрнă йывăç вуллисене, выльăх-чĕрлĕх пуснă хыççăн юлакан каяша тата ыттине те ывăтма ÿркенмеççĕ. Те ытлашши тирпейленсе кайрăмăр, те çав таран сĕмсĕрлентĕмĕр — калама хĕн. Çурт-йĕрте таса пултăр тени çеç çителĕксĕр, пурăнакан территоринче те хăтлă та тирпейлĕ пулмалла... Çав контейнерсем патĕнчен хамăрах иртсе çÿретпĕр, çывăхĕнчех ачасем выляççĕ. Çÿп-çапшăн укçа тÿлени пур каяша та ятарлă ещчĕке пăрахмаллине пĕлтермест. Çĕрекен япаласем тислĕк купи çинче те вырăн тупаççĕ.

Килти кивĕ сĕтел-пукана, дивансемпе креслосене контейнерсем патне пĕр именмесĕрех кăларса лартакансем те тупăнаççĕ.

Нумай пулмасть округра ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов пулнăччĕ, вăл ятарласа ялсене çитсе контейнерсемпе вĕсен таврашне пăхса çÿренĕ. Пăрахма юраман япалсем нумай пулнине каланă май йĕркене пăсакансене штраф кĕтнине те пĕлтерчĕ. Халĕ кашнин аллинче тенĕ пекех телефон пур, çавăнпа ещчĕке юраман япаласене леçекенсене сăн

ÿкерттерсе территори пайĕн начальникне е специалисчĕсене ярса памалла, е шăнкăравласа пĕлтермелле.

Контейнерсемпе вĕсен таврашне килти хуçалăх пек тирпейлĕ тытса тăракансем те пур. Пăлакассинчи Луговая урамри çÿп-çап пухмалли лапама тытнă карта тавра çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен чечексем ешереççĕ (пĕрремĕш сăн ÿкер-

чĕк). Малтанах тюльпансем çеçке çурчĕç, унтан — ириссем, халĕ пионсем хатĕрленеççĕ. Çак урамра пурăнакан Галина Комаровăпа Валентина Суркова тата ыттисем те кунта ÿркенмесĕрех чечексем лартнă. Кил-хуçалăхран тухакан каяша тиекен машина килсе кайнă хыççăн юлакан ăпăр-тапăра та тасатсах тăраççĕ. Çÿлтен е такам ыйтнипе мар, хăйсен хавалĕпе йăлтах пурнăçлаççĕ. Ырă ĕçшĕн чун савăнать.

Выльăх та хăй çывăракан вырăна вараламасть, теççĕ халăхра. Эпир вара çынсем, çавăнпа та тăван тавралăх тирпейлĕхĕшĕн пурин те пĕрле тăрăшмалла, лайăххине курса, тĕслĕхе илсе пурăнмалла.

Контейнера пăрахма юрать:

— пакета тултарнă йăлари апат-çимĕç мар каяшсем;

— хут, карттун хутсем, нумай вырăн ан йышăнччăр тесе вĕсене тирпейлĕн хуçлатмалла;

— кĕленче савăт-сапа, вĕсене миххе е курупка чикмелле, лайăх хупламалла;

— пластикран хатĕрленĕ пĕчĕк савăт-сапа (апат-çимĕç юлашкисемсĕр).

Пăрахма юрамасть:

— строительство ăпăр-тапăрĕ (хăйăр, кирпĕч, плитка, бетон, тăпра);

— пысăк калăпăшлă япаласем (сĕтел-пукан, матрассем, йăлара усă куракан техника);

— автомобиль тата промышленность покрышкисем;

— çынна, çут çанталăка сиенлекен тата медицинăра усă курнă япаласем (батарейкăсем, ртутьлĕ приборсем, сăрăсем, растворительсем, шприцсем);

— йывăç турачĕсемпе вуллисем;

— шĕвек тата çурма шĕвек каяшсем, тислĕк.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика