Июнĕн 1-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери ачасене
хÿтĕлемелли кун. Çак ятпа Патăрьелĕнчи Кану паркĕнче савăнăçлă уяв иртнĕ. Парк çамрăк ăрăвăн хавас сассипе, шăнкăрти куллипе тулнă. Вĕсем вăйăсенче,
мастер-классенче, юрă-ташăра хăйсен пултарулăхне кăтартнă, кăмăлĕсем
туличчен киленнĕ.
Мероприятие уçнă май Патăрьел муниципалитет округĕн полномичине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов ачасемшĕн тăрăшасси администрацишĕн малти вырăнта пулнине палăртнă.
— Округри кашни ача аталанма, тивĕçлĕ пĕлÿ илме пултартăр тесе тăрăшатпăр. Кăçал ача-пăча валли тата 5 лапам хутшăнать, — тенĕ Равиль Фарахутдинович сăмах илнĕ май.
Çак кун «Аслисем — ачасене» ыр кăмăллăх акцийĕ старт илнĕ. Пухăннă хисеп «Центральный» ача сачĕн вылямалли лапамне хăтлăлатма каять.
Счет çине укçа пĕрремĕш хываканĕсем Патăрьел муниципалитет округĕн полномичине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, фермер хуçалăх ертÿçи Леонид Кузнецов, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Хĕрарăмсен канашĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, Патăрьел территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Андреев пулнă. Акци малалла тăсăлать.
Август 2026 |
