«Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн муниципалитетри агропромышленность комплексĕнче техникăна çĕнетессине тимлĕх сахал мар уйăраççĕ. 2025 çулта патшалăх пулăшăвĕпе 72 единица ял хуçалăх техникипе хатĕрсем 230 млн тенкĕ ытлалăх туяннă.
Наци проекчĕ пулăшнипе аграрисем çăмăллатнă лизингпа, тивĕçлĕ условисемлĕ кредитпа усă курса тракторсемпе кăкарса çÿремелли агрегатсем илееççĕ. Çакăн пек пулăшу ял хуçалăх таварне туса илекенсене тăкака чакарма, пур укçа-тенкĕпе вăрлăхсем, ÿсен-тăрана хÿтĕлекен препаратсемпе удобренисем туянма май парать.
Округра машинăпа трактор паркне çĕнетессипе «Батыревский» пĕрлешÿ уйрăмах аван тăрăшать. Вăл яваплă тапхăра валли акакан тепĕр комплекс туяннă, ăна ĕçе явăçтарнă.
— Пирĕн хуçалăхра халĕ акакан икĕ комплекс. Пĕрремĕшĕ мĕнле ĕçленине, эффективлăхне курнă хыççăн тепре туянма шут тытрăмăр. Пысăк тухăç илес тесен машинăпа трактор паркне çĕнетсех тăмалла, — тет хуçалăха чылай çул ертсе пыракан Петр Ялуков.
Комплекс пĕр вăхăтрах темиçе операци те тăвать: акать, çав вăхăтрах удобрени те сапать, катокласа та хăварать. Вăрлăха мĕн тарăнăш хывнине, акмалли нормăна та йĕрлесе пырать.
Август 2026 |
