ПАЯН лавккари сентресенче ĕçмелли-çимелли темĕн те пур, куç-пуç алчăраса каять. Хĕп-хĕрлĕ çĕр çырли, черешня, кăвак çырла, арпус... пурне те каласа та пĕтереймĕн. Хĕл каçа тунсăхланă çимĕçсене тутанса пăхас килетех. Аслисем хăйсем валли мар, ытларах чухне ачисемшĕн туянаççĕ. Симĕс арчари «хĕрлĕ тавара» укçа парса иличчен тĕплĕн шухăшласа пăхмалла иккен. Канаш тăрăхĕнче шăпах унпа 6 ача наркăмăшланнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕн диетологĕ Алина Степанова каланă тăрăх, вăхăчĕ çитичченех сутакан арпус сывлăхшăн сиенлĕ. Унра нитрат тата арпуса ÿсме пулăшакан хими нумай пулма пултарать.
Ютран турттарса килнĕ улма-çырлана çименни халĕччен никама та сиен кÿмен, тутанса пăхни вара больницăна та илсе çитерме пултарать.
Июль 2026 |
