Такăрлатнă çемье çулĕпе шав утаççĕ ыткăнса

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:33 Просмотров: 107

ИЮНЬ уйăхĕнче тĕрлĕ сăлтавпа кĕреке хушшине ларакансем нумайăн, вĕсем хушшинче пĕр çемье çулĕпе 50, 55, 60 тата ытларах çул утакансем те пур.

Татмăшри Иванпа Зоя Эллинсем, Шăнкăртамри Мевлетпе Минсейдя Абубекеровсем, Зейдуллапа Минзатия Биккуловсем, Шăхачри Николайпа Ольга Аврелькинсем, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Федорпа Мария Красновсем, Вăтаелĕнчи Василийпе Елена Машинсем ылтăн туйĕсене паллă тăваççĕ.

Тури Чакăри Николайпа Лидия Бахмисовсем, Шăхачри Леонидпа Зинаида Воробьевсем, Юрийпе Валентина Ильинсем 55 çул каялла мăшăрланнă.

Шăнкăртамри Минсагирпа Саниябену Яфизовсем 60 çул савăнăçа та, хуйха та пĕрле пайлаççĕ. Хисеплĕ мăшăр виçĕ ача çуратса ÿстернĕ.

Паянхи кун, июнĕн 5-мĕшĕнче, Çăл Атăкра пурăнакан Владимирпа Августина Ягудинсем тимĕр туйне кĕтсе илеççĕ. Вĕсем венчет çĕррисем тăхăннăранпа 65 çул çитнĕ. Пилĕк ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнаççĕ.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика