ТĔРЛĔ çар чаçĕнче службăра тăнисем пĕрле пухăнса кĕнеке кăларасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Нумай пулмасть чикĕ хуралçин ветеранĕсем унччен кăларнă издание çĕнетрĕç. Халĕ вăл малтанхинчен чылай хулăмрах. Кунта округри пограничниксен автобиографийĕпе, вĕсем ăçта службăра тăнипе тĕплĕн паллашма пулать. Нумайăшĕн сăн ÿкерчĕкĕсем те пур. Çавăн пекех Раççйри погранслужбăн историне, йăли-йĕркине кĕртнĕ.Кĕнеке вĕçĕнче чăвашсем тата тутарсем яшсене мĕнле çара ăсатнине çырса панă, салтак юррисем те страницăсенче вырăн тупнă.Округри пограничник-ветерансем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассипе те аван ĕçлеççĕ. Çакна çирĕплетекен сăн ÿкерчĕксем те çителĕклех.«Эпĕ чикĕре службăра тăнă» («Я служил на границе») кĕнеке авторĕсем ашшĕпе ывăлĕ — Анатолийпе Павел Быковсем. Анатолий Алексеевич Треньелĕнче çуралса ÿснĕ. Салтак тивĕçне чикĕ хуралĕнче пурнăçланă. Çавăн пекех вăл 2018 çулта «Авангард» хаçат редакцийĕ йĕркелекен «Çулталăк çынни» конкурсра çĕнтернĕ. Чылай çул округри пограничниксен пĕрлĕхне ертсе пынă.
Июль 2026 |
