Патăрьелсем ĕçре кăна мар, спортра та маттуррине кашнийĕ пĕлет. Спортсменсем çитĕнÿсемпе савăнтарса çеç тăраççĕ.
Вăрмарти «Урожай» стадионта Чăваш Енре футболла выляса мала тухассишĕн Юхма Енри «БТВ» тата «Урмары» командăсем тĕл пулнă. Патăрьел каччисем пĕр-пĕрне ăнланса тата шанчăклă вылянăран уй хуçисене 3:0 шутпа выляса илнĕ. Мечĕке хапхана Николай Романов, Антон Антонов, Вячеслав Ухваркин тапса кĕртнĕ. Футболистсене малашне те ăнăçу ертсе пытăр, çĕнтерÿсем хушăнсах тăччăр!
(Хамăр корр.).
Август 2026 |
