И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн базинче шкул ачисемпе студентсен чăваш чĕлхипе тата литературипе тĕнче шайĕнчи олимпиади иртнĕ. «Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе» конкурс виçĕ номинаципе пулнă.
Пурĕ олимпиадăна республикăри тата Тутарстанри 17 муниципалитет округĕнчен 43 вĕренекен хутшăннă.
Пăлаçипе Юхма ен тăрăхĕнчен Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Людмила Пудовкина (ертÿçи Светлана Никитина) тата Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Дарья Краснова (Светлана Кулакова) призера тухнă.
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Ева Агашевăпа Турханти вăтам шкулти Анна Самарина (Валентина Самарина) лайăх балсем пуçтарнă.
(Хамăр корр.)
Август 2026 |
