Чăваш Енре 2026 çулта вĕренсе тухакансем валли патшалăхăн тĕп тата пĕрлехи
экзаменĕсен кунне çирĕплетнĕ.
Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем июнĕн 2-мĕшĕнче математикăпа экзамен парĕç. Июнĕн 5-мĕшĕнче — биологипе, географипе, информатикăпа, физикăпа тата акăлчан чĕлхипе, 6-мĕшĕнче — информатикăпа, акăлчан чĕлхипе тата чăваш чĕлхипе, 9-мĕшĕнче — вырăс чĕлхипе, 16-мĕшĕнче — химипе, общество пĕлĕвĕпе, информатикăпа тата литературăпа, 19-мĕшĕнче — химипе, историпе, физикăпа, географипе, общество пĕлĕвĕпе, информатикăпа тата биологипе. Экзамена тĕп кунсенче тытайманнисем валли резерв кунĕсем палăртнă: июнĕн 29-мĕшĕнче — математика, июлĕн 2-мĕшĕнче — вырăс чĕлхи, 3 тата 6-мĕшĕсенче — ытти мĕн пур предмет.
11 класра вĕренекенсемшĕн экзаменсем çуллан пĕрремĕш кунĕнче пуçланĕç. Июнĕн 1-мĕшĕнче историпе, литературăпа, химипе иртĕ. 4-мĕшĕнче — вырăс чĕлхипе, 8-мĕшĕнче — математикăпа, 11-мĕшĕнче — общество пĕлĕвĕпе, физикăпа, 15-мĕшĕнче — биологипе, географипе, ют чĕлхесемпе (çырса), 18-19-мĕшĕсенче — ют чĕлхесемпе (сăмах вĕççĕн), информатикăпа.
Çĕртме уйăхĕн 22-25-мĕшĕсенче — резерв кунĕсем. Кăтартусемпе кăмăлсăррисем июлĕн 8-9-мĕшĕсечне экзамена тепĕр хут тытма пултараççĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
