«Елчĕк — Патăрьел» маршрут уçăлнине пĕлсен хулара пурăнакан кÿршĕ район çыннисем Патăрьелĕнчи автовокзалта савăннипе ташларĕç...», — теççĕ кунта вăй хуракан кассирсем. Рейс халăхшăн питĕ кирлĕ пулнине, вĕсем ăна кĕтнине çак тĕслĕх те çирĕплетет.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хăрушлăхсăр çул» проекчĕн халăх программипе «Елчĕк — Патăрьел», «Патăрьел — Шăмăршă» автобус рейсĕсем уçăлни пĕр уйăх çитет. Патăрьелпе Елчĕке çывăхлатма пулăшакан автобуссем çÿреме пăрахсан халăхшăн çула тухасси чăн-чăн нушаччĕ. «Елчĕкри тăвансем патне çитсе килмелле тесен чун хăратчĕ. Таксипе пĕр еннелле кайма пин çурă кăларса хумаллаччĕ тата каялла та килмелле вĕт. «Елчĕк — Патăрьел» маршрут пуррине пĕлсен питĕ савăнтăм, — терĕ çула тухнă паллакан хĕрарăм савăнăçне пытараймасăр.
Елчĕкрен Патăрьелне килекен автобус маршручĕ майăн 4-мĕшĕнче «Халăх программипе» килĕшÿллĕн çынсем ыйтнипе уçăлчĕ. Кашни сехетре çÿрекен транспорт çынсемшĕн чăн-чăн ырлăх пулса тăчĕ. Районти тĕп больница территоринех пыни те савăнтарать. Ирхи 7 сехетре кÿршĕ округ центрĕнчен тухаканскер 8 сехет валли сиплев учреждени патне çитет. Анализ пама васкамалла е тухтăр патне кĕмелле — палăртнă вăхăта ĕлкĕрме пулать. Уйрăмах аслă çултисем кăмăллă. «Вокзалтан утса çитесси те çăмăлах марччĕ, канса илме те тиветчĕ. Çак маршрута уçакансене, водительсене Турă сывлăх патăрччĕ», — терĕç ăшшăн çеç калаçнă май кинемейсем. Шел пулин те, хăйсен ячĕсене çыртарма килĕшмерĕç.
Патăрьелне ĕçе çÿрекенсем те асăннă маршрут пурришĕн хĕпĕртеççĕ. Шăматкунпа вырсарникун та çула тухасси хăратмасть. Остановкăра та нумайăн тăраççĕ. Пĕрре хакĕ «çыртмасть», тепре автобус маршрутне упраса хăварасшăн. Елчĕке кайма 120 тенкĕ тÿлемелле, пĕр чарăнуран теприне çитме — 35 тенкĕ. Такси укçипе танлаштарсан темиçе хут пĕчĕк!
Çитес вĕренÿ çулĕнче Патăрьелĕнчи Е. Александров ячĕллĕ аграри колледжĕнче вĕренекенсен шучĕ те ÿсме пултарать. Халĕччен автобус çÿременнипе 9, 11-мĕш класс выпускникĕсем кунта килеймен, малашне вĕсем валли те çул уçăлать.
Автобуссен çĕнĕ маршручĕсене светофорăн симĕс çути çеç пултăр!
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
