«Пограничник ман пичче, хĕвел тухăç чиккинче...»

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2026, 09:55 Просмотров: 43

Аслă çулхи çынсем çакнашкал сăвă йĕркисене шкулта чухне пăхмасăр вĕреннине лайăх ас тăваççĕ пулĕ. Салтак тумне тăхăннă пограничниксен хисепĕ паян çеç мар, ĕлĕкех çÿлти шайра шутланнă. Симĕс тумлă çар çыннисем Тăван çĕршыв чиккине куç шăрçине упранă евĕр сыхă тăнинчен лăпкă та тăнăç пурнăç килнине кашниех ăнланнă. Патăрьелĕнче пурăнакан Александр Владимирович Агеев ветеран-пограничник те (иккĕмĕш ретре сулахайран иккĕмĕш) кĕçĕн класра чухнех çак сăвă йĕркисене такăнмасăр каланă. Ăна мăнаçланса вуланине те лайăх ас тăвать. Пĕчĕк чухнех моряк пулма ĕмĕтленекенскер, шăпа темиçе çултан чăнах та хĕвел тухăç чиккине илсе çитерессе шутлама та пултарайман...

Вăхăт çĕмрен пек хăвăрт шăвать. Çитес çул чикĕ хуралçи пограничник тумĕпе симĕс карттусне хывни 40 çул çитет. Апла пулин те Тăван çĕршывăн хĕвел тухăç чиккине куç пек сыхланă салтакăн патриотлăх туйăмĕ пĕрре те хавшаман. «Паянхи кун та заставăри служаксемпе çав тери курнăçас килет. Ялан юнашар пулнă «Нарва» тăватă ураллă тусăм та куç умĕнчех. Кашни хусканăва, кашни туйăма ăнланатчĕ вăл манне. Питĕ ăслăччĕ. Йытăсен службин вожатăйĕ пулнăран тăватă ураллă туссем мана пушшех те çывăхчĕ»,— çапла кăмăлтан аса илет службăри вăхăтсене хисеплĕ пограничник- ветеран Александр Агеев.

Пысăк çемьере ÿссе çитĕннĕ каччă Туçари вăтам шкултан 10 класран вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ хыççăн хăйĕн шăпине тÿрех ĕçпе çыхăнтарнă. Салтак тумне тăхăниччен чăн малтанах «Гвареец» колхозри ĕçченсен йышĕпе Ульяновскинчи автозаводра ĕçленĕ. Ун хыççăн каллех хуçалăхри хастарсемпе Киряна вăрман кăларма кайнă. Шăмшакĕ хытса çитеймен пулсан та вăл аслисемпе юнашарах йывăç йăвантарнă, вĕсене тракторпа сĕтĕрсе илсе тухнă. Урăхла каласан, Саша çамрăклах çăмăл мар ĕçе кÿлĕннĕ.

«Салтак ятне илтесси пасар кулаç çини мар»,— тенĕ ваттисем. 1985 — 1987 çулсенче çĕршывăн хĕвел тухăç чиккине хÿтĕленĕ Александр Владимирович рядовой служба ĕçне тÿрĕ кăмăлпа тата кирлĕ пек пурнăçласа пынăшăн икĕ хутчен çар командованинчен Тав хутне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ытти хавхалантарусем те пур. Çак тĕслĕх те пограничникăн патриотлăх туйăмĕ пысăк пулнине, çĕршыв умĕнчи тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланине çирĕплетет.

— Службăри икĕ çул питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Малтанах виçĕ уйăх вĕрентÿ пунктĕнче чикĕ хуралçин службăри йĕркине хăнăхрăмăр. Ун хыççăн пире Райчихинск хулинчи «Красный луч» заставăна вырнаçтарчĕç. Пирĕн йышра тĕрлĕ наци çыннисемччĕ: чăваш, вырăс, тутар, ирçе, украинец... Ирĕн-каçăн пĕрле чикке хуралланă, пĕр çын пек туслă пулнă пурте,— каласа парать ветеран. Служакĕсем пирки ырă та ăшă сăмахсемпе çеç аса илет.

Чикĕ хуралçин çемье архивĕнче упранакан «Старший пограничного наряда», 2 степеньлĕ «Оличник погранвойск» знаксем, «За службу на границе», «95 лет пограничным войскам» медальсем тата ыттисем те Александр Агеев пограничникăн професси ăсталăхне, патриотлăхне, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулнине çирĕплетеççĕ.

Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чикĕ хуралçисен «Пограничное братство» обществăлла пĕрлешÿ йĕркеленсе кайнăранпах вăл унăн хастар та пултаруллă членĕ шутланса тăрать. Час-часах пĕрлешÿ хастарĕсемпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пограничниксен кадет класĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулаçççĕ, вĕсемпе паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ.

Чикĕ хуралĕн ветеранĕсем спорт ăмăртăвĕсене те яланах хастар хутшăнаççĕ, СВОри салтаксене гуманитари пулăшăвне парса янă çĕре тимлĕх уйăраççĕ, хăйсен ветарнĕсене юбилейсемпе саламлаççĕ, ялсенче пограничник-ветерансене чыс туса лартакан палăк уçнă çĕре кар тăрса хутшăнаççĕ тата ытти те.

Паянхи куна Пăлапуç Пашьелĕнче, Ишлĕре, Первомайскинче, Çĕньялта, Кивĕ Ахпÿртре, Шăнкăртамра, Кивĕ Катекре пограничниксем хăйсен вăйĕпе палăксем лартнă. Кăçалхи Пограничниксен кунĕнче вара Шăхачра тата Çăл Атăкра пурăнакан чикĕ хуралçисем ветерансене асра тытса палăк уçнă.

Юлашки çулсенче округри «Пограничное братство» обществăлла организацин хастарлăхĕпе пултарулăхне тăтăшах асăрхама пулать. Тĕрлĕ çулсенче чикĕ хуралĕнче пулнă салтаксем пĕр вăя пĕрлешсе мероприятисем йĕркеленине, ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăннине, йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене алă тăсса пулăшнине ырламалла çеç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика