Çырни патне каялла таврăнса: чарăну павильонĕ хăçанччен выртĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2026, 09:52 Просмотров: 33

Чăваш Ишекĕнчи автобуссен чарăну вырăнĕ аякранах курăнать. Чăваш эрешĕпе илемлетнĕскер чăннипех те хитре. Ял ятне те илемлĕн касса кăларнă. Шел пулин те, лайăххипе начарри юнашарах. Чарăну павильонĕ хыçĕнчех кивви выртать. Ăна йăвантарнă та — ĕçе вĕçленĕ. Çулла вара çакăнта ача-пăча пухăнма юратать. Вĕсем сикмелле те, пытанмалла та выляççĕ. Кун пек чухне такăнса ÿксе инкек курасси те инçе мар.

Ял çыннисем хăйсен пăшăрханăвне иртнĕ çулах редакцие пĕлтернĕччĕ. Хаçатра сăн ÿкерчĕкпех çырса кăлартăмăр, анчах улшăну пулмарĕ. «Кивĕ чарăну павильонĕ тата хăçанччен çапла выртĕ-ши?» — теççĕ Чăвашишексем.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика