Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта «Чăваш Ен ачалăха хÿтĕлесе» автокараван иртнĕ. Уçă калаçу лапамĕнче ашшĕ-амăшĕ, педагогсемпе специалистсем ачасене пурнăçшăн хăрушлăх кăларакан лару-тăруран упрасси, çемьесене тĕрев парасси тата Чăваш Енре ачалăха чăннипех те хÿтлĕхлĕ те телейлĕ тăвасси пирки калаçнă.
Мероприятинче секцисем тĕрлĕ енлĕ пулнă. Ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси, çул-йĕр правилисене пăхăнасси, информаци хăрушсăрлăхĕ, çемьери ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕ пирки «Çемьесемпе ĕçлесси» темăра хускатнă.
9 тата 11 класра вĕренекенсемшĕн экзаменсем çывхарнă май уçă калаçу лапамĕнче ачасене тĕрĕслевсем патне психологи тĕлĕшĕнчен хатĕрленме пулăшнă. Çавăн пекех экстремизмран хÿтĕленесси, çул-йĕр инкекĕсенчен сыхланасси, информаци пĕлÿлĕхне аталантарасси тата ытти ыйту тавра та калаçнă.
Çул çитменнисене обществăлла йĕркене пăснăшăн, саккуна пăхăнманшăн пуçран шăлмаççĕ. Вĕсен кашни утăмшăн явап тытма тивни пирки те сăмах пуçарнă. Ачасене тимлĕх çителĕксĕр уйăракан çемьесене асăрхаса тăрасси, преступлени çулĕ çине тăма пулăшакан лару-тăру, киберхăрушлăх ыйтăвĕсем те автокараванта тĕп вырăнта пулнă.
Пĕрлехи вăйпа çеç ачасене тĕрĕс воспитани пама, инкек-синкекрен пăрăнса иртме май пур, çакна мероприяти тепĕр хут çирĕплетме пулăшнă.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
