Юлашки шăнкăрав... Унăн сасси асамлăн та, çав вăхăтрах чуна хумхантарса янăрать. Çулсем иртсен те вăл асран тухмасть. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 тата 11 класри 156 вĕренекен майăн 26-мĕшĕнчи савăнăçлă линейкăна нихăçан та манăçа кăлармĕç.
Юлашки шăнкăрав ячĕпе выпускниксемпе вĕренекенсене шкул директорĕ Наталия Андреева саламларĕ. Вăл ачасене экзаменсене ăнăçлă тытса палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, çак çăмăл мар пурнăçра çынлăха, ашшĕ-амăшĕ, учительсем панă ăс-хакăла упрама, шкулпа çыхăну тытма каларĕ.
Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Николай Андреев та сăмах илчĕ. Вăл вĕренекенсене телейлĕ те анлă çул, çутă ĕмĕтсем сунчĕ.
11 а тата 11 б класс ертÿçисем Анастасия Кубиковăпа Гульнафис Азмукова сăмахĕсем те уява пухăннисене хумхантарчĕç. Учительсем вĕренекенсем вĕсен чĕринче упраннине, кашнийĕн çитĕнĕвĕпе савăннине асăнчĕç.
Ашшĕ-амăшĕн ячĕпе Инна Рубцова учительсене вĕренекенсене пĕлÿ парассишĕн, вĕсен тавракурăмне анлăлатассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тав турĕ, выпускниксене экзаменсене ăнăçлă тытса пурнăçăн тĕрĕс çулне тупма каларĕ.
Савăнăçлă линейкăра вĕренÿре, Раççей, республика шайĕнчи олимпиадăсенче, спортра палăрнисене, çитĕнÿсем тума пулăшнă вĕрентекенсене палăртса Хисеп, Тав хучĕсем пачĕç.
Аслă аппăшĕсемпе тетĕшĕсене саламлама пĕрремĕш класра вĕренекенсем те тухрĕç. Пĕчĕкскерсем тăрăшсах сăвăсем каларĕç, юрларĕç. Хăйсем выпускниксенчен тĕслĕх илессине палăртрĕç.
11 классем сăмах илсен нумайăшĕн куçĕ шывланчĕ. Ашшĕ-амăшĕн шкул алăкне пĕрремĕш хут нумай пулмасть çеç уçнăн туйăнакан ачисем çитĕнсе çитнине, ăшă çунат айĕнчен вĕçсе тухса кайма хатĕрленнине пĕрре те ĕненес килмерĕ. Выпускниксем шăрантарнă çепĕç юрă, ытарайми вальс пурин чунне те хумхантарчĕ.
Юлашки шăнкăрава вĕренÿре палăрнă, спортра маттур, общесттвăлла ĕçре хастар Роман Орлов, Софья Яковлева, Левашкин Данила, Вероника Лаврентьева (сăн ÿкерчĕкре) пама тивĕçрĕç. Выпускниксем урăх парта хушшине ларайманнине систерсе, телей те ăнăçу сунса шăнкăрав янăрарĕ ...
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
