Алманчăри фермер хуçалăхĕ ака пăтти çиме хатĕр...

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2026, 09:48 Просмотров: 44

Муниципалитет округĕнчи хуçалăхсенче ака-суха ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем çурхи çанталăкăн кашни уяр кунĕпе тухăçлă та перекетлĕ усă курса çĕнĕ тыр-пул никĕсне хывса хăварчĕç. Алманчăри Александр Петров фермер хуçалăхĕ те çур акине май пур таран кĕске срокра, пахалăхлă ирттерсе ярассишĕн тăрăшрĕ. Иртнĕ эрнере акана хутшăнакан техника шавĕ хирсенче лăпланнă. Çĕр ĕçченĕсем туслă йышпа ака пăтти çиме хатĕр...

— Иртнĕ çулсенчи пекех кăçал та çуракине вăраха ямасăр ирттерсе ятăмăр. Майăн 2-мĕшĕнче пуçласа çурхисене акма тухнăччĕ, майăн 20-мĕшĕнче яваплă тапхăра вĕçлерĕмĕр.

Кăçал 817 гектарта тĕрлĕ культура акса хăвартăмăр, çĕр-аннемĕр ытамне патăмăр. Вăл шутра 80 гектар пăрçа, 100 гектар çурхи рапс, 100 гектар урпа, 150 гектар кĕрхи тулă, 60 гектар нумай çул ÿсекен курăк тата çĕнĕ культурăран 50 гектар кĕрхи рапс йышăнать. Сăмах май каласан, рапс çăвĕ валли акнă кĕрхи рапс питĕ çăра та тикĕс шăтса тухрĕ, çитĕнчĕ. Вăрлăхне Белоруссинчен илсе килнĕ. Вăл халĕ чĕркуççинчен те çÿлерех ÿссе тĕрекленчĕ. Хирти сап-сарă ана аякранах куçа илĕртет.

Фермер хуçалăхĕн çитĕнĕвĕ механизаторсенчен, кунти ĕçченсенчен килет. Владимир Гаврилов, Юрий Петрович Хадаровпа унăн Глеб (салтак аттине хывнă хыççăнах трактор рулĕ умне ларчĕ) мăнукĕ чăн-чăнах ака паттăрĕсем. Вĕсем «Амазония» тата СЗУ-5,4 сеялкăсене тикĕс ĕçлеттернĕрен çур аки кал-кал та ăнăçлă пычĕ,— каласа парать фермер хуçалăхĕн ертÿçи Александр Петров.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика