Тăвай муниципалитет округĕнчи «Упа кĕтесĕ» («Медвежий угол») лапама кăçалхипе пиллĕк-мĕш хут 1500 ытла çамрăк «Ялта чи лайăххисем» агрослета пухăннă. Вăл «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççейри ял» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Сергей Артамонов хутшăннă.
«Чи пĕлтерĕшли — пирĕн пурнăç çине пăхасси улшăнчĕ. Кашни ял тата республика аталанăвĕ пирĕн-тен, эпир мĕнле тăрăшнинчен килет, — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарнă май.
Агрослета çулленех Юхма енĕн пултаруллă яш-кĕрĕмĕ хастар хутшăнать. Кăçал та Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов ертсе пыракан делегаци — врачсем, учительсем, предпринимательсем, администраци сотрудникĕсем, культура ĕçченĕсем — хăйсен вăйне, пĕлĕвне, шухăш-ĕмĕтне туллин кăтартма пултарнă.
Дискусси лапамĕ пуриншĕн те кăсăклă пулнă. Унта Чăваш Енре авалтан пыракан йăласене упраса хăварасси пирки калаçнă. Украинăри ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе ветеранĕсем хăйсемпе, паттăрлăх историйĕсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех каччăсемпе пикесем яла аталантарма май паракан проектсене, технологисене, агросферăна вăй илме пулăшакан çÿл-йĕре тата ыттине те сÿтсе явнă. Сăмах май, слет пĕтĕмлетĕвĕпе чи лайăх тата ăнăçлă, пуçаруллă шухăшсене «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проектăн Халăх программине кĕртеççĕ.
Мероприятие Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă май тĕрлĕ наци тумĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсем юрă-ташăпа савăнтарнă.
Патăрьелсем яланах хăнасене хапăл кĕтсе илме пĕлнипе палăраççĕ. Кăçал та чăваш, тутар, ирçе апачĕсем сĕтел тулли пулнă. Аякка сарăлнă тутлă пулă шÿрпи шăрши пурне те хăйĕн патне йыхравланă.
Ăçта çамрăксем, унта вăй! Лапам спорт ăмăртăвĕсемпе кĕрлесе çеç тăнă. Кăçал пĕрремĕш хут программăна наци кĕрешĕвне кĕртнĕ. Пирĕн ентеш Ильназ Кеметов така выляса илнĕ, Ранис Кардонов хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнă.
Квадроциклпа ярăнассипе йĕркеленĕ ăмăртура Александр Моисеев финиша виççĕмĕш çитнĕ. Ентешсем ытти ăмăртусенче те палăрнă.
Агрослет вĕçленнĕ, анчах унăн асамлă вăйĕ чылайччен мероприятие хутшăннисен асĕнче упранĕ.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
ХАКЛАВ
Равиль ЯМАЛЕТДИНОВ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан:
— Чăваш Республикинчи ялсенчи чи пултаруллă та хастар, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене пиллĕкмĕш хут агрослет пуçтарчĕ. «Пĕрлехи Раççей» партин «Раççейри ял» проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленнĕ слет çÿллĕ шайра иртрĕ. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн делегацийĕ, çамрăксем, сцена ăстисемпе спортсменсем пысăк хастарлăхпа хутшăнса округ чысне хÿтĕлерĕç.
Август 2026 |
