ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсем çулленех монастырьсене, чиркÿсене, çветтуйсем канлĕх тупнă вырăнсене çитсе килеççĕ. Кăмăл пуррисем çывăх вăхăтра та çула тухма пултараççĕ. Республикăра тĕн темипе тухса тăракан «Ырă хыпар» журнал редакцийĕ пуçарнипе Питер, Вырица, Петергоф, Кронштадт хулисене, Валаамăн инçе те илемлĕ утравĕсене çитсе курма май пур. Инçе çул çÿреве каякансемпе пĕрле Нăрваш Шăхалĕнчи чиркÿ настоятелĕ Александр Егоров иеромонах та пулать.
Автобус июнĕн 11-мĕшĕнче каçхине хускалать, июнĕн 16-мĕшĕнче каялла çаврăнса çитет. Тĕплĕнрех 89278465787 номерпе шăнкăравласа пĕлмелле.
Август 2026 |
