Алăра телефон пурри кашни пулăма ÿкермеллине пĕлтермест

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2026, 09:44 Просмотров: 36

ТĂШМАН хăйĕн курайманлăхне темле майпа та кăтартать. Юлашки вăхăтра пилотсăр вĕçекен аппарачĕсене (БПЛА), ракетисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне вĕçтерет. Чăваш Енре те вĕсенчен нуша куракансем пулчĕç. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата вĕсен çывăхĕнчи территоринче пурăнакансем сирена кăшкăрсанах путвала анаççĕ, туалет-ваннăна кĕрсе лараççĕ. Ачасем мĕн тери хăрани пирки калама та кирлĕ мар. Хăрушă вăхăтра та хăшĕ-пĕрĕ пилотсăр хатĕр ăçталла вĕçнине е сирпĕннине ÿкерсе илсе социаллă сетьсене ярать.

Чăваш Республикин территорийĕнче БПЛАна фото тата видео ÿкерме чарнă. Çавăн пекех вăл ÿкнĕ тата сиен кÿнĕ вырăна та камерăна çыртарма юрамасть! Йĕркене пăхăнманнисене штрафлаççĕ. Кун пек тĕслĕх те пур. Шупашкарти 18 çулти каччăн пилотсăр вĕçекен хатĕре ÿкернĕ контентшăн явап тытма тивет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика