МĂСĂЛЬМАН тĕнне ĕненекенсем майăн 27-мĕшĕнче çутă та пысăк уявсенчен пĕрне — Курбан-Байрама — паллă турĕç. Çак кун арçынсем ирех мечете кайнинчен пуçланать, вĕсем таврăнсан пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ.
Чи пĕлтерĕшли — выльăх, сурăх е така, пусни. Какая виçĕ пая пайлаççĕ: пĕрремĕшĕ — йывăрлăхра пурăнакансене, иккĕмĕшĕ — тăвансемпе хăнасене сăйлама, виççĕмĕшĕ çемье валли. Кашнийĕн аш-какайран пĕçернĕ апата ас тивмеллех. Çавăн пекех масар çине çывăх çыннисем патне каяççĕ, пĕр-пĕринчен начар ĕçсемшĕн каçару ыйтаççĕ.
Виçĕ куна тăсăлакан Курбан-Байрам — çывăх çынсемшĕн тăрăшмалли, çемьене пĕрлештерекен, Çÿлти хуçана пăхăннине кăтартакан уяв. Кашни килтех хăнасене хапăлласа кĕтсе илеççĕ, сĕтел тутлă çимĕçсемпе пуян.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
