Юлашки вăхăтра çул çитмен ачасем хул-çурăма тĕреклетме, мышцăсене çирĕплетме пулăшакан велосипедпа мар, пысăк хăвăртлăхпа çÿрекен спорт инвентарĕпе — питбайкпа — çул çине тухма юраманнине пĕлсе тăрсах ярăнаççĕ.
Вăхăтлăх киленĕç синкерлĕхпе, инкекпе вĕçленме пултарассине ачасем те, ăна туянса паракан ашшĕ-амăшĕ те шутламаççĕ темелле.
Питбайк — спорт инвентарĕ. Çавăнта та транспорт паспорчĕ те çук. Çак сăлтавпах патшалăх регистрацине те тумаççĕ. Унпа аслă çул çине тухма, çынсем çÿрекен вырăнта ярăнма та юрамасть. Икĕ урапаллă çăмăл спорт инвентарĕпе мототрассăсенче, вăрманта, тикĕс мар, чăрмавлă çулсемпе çеç çÿреме ирĕк пур. Çак йĕркесене пăхăнни çеç çул çинчи хăрушлăха сирет.
Шел пулин те, çул çитмен ачасем ку тĕлĕшпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем пирĕн округра та час-часах тĕл пулаççĕ. Çакă чăн малтанах ашшĕ-амăшĕн ачи патне тимлĕх çителĕксĕр пулнипе, вĕсем вăл уйрăмах каçхине ăçта, кампа, мĕнле çÿренипе кăсăкланманнипе çыхăннă. Акă, нумай пулмасть çеç Треньелĕнче питбайкпа вирхĕнсе çÿрекен 14ри арçын ача чутах пысăк пăтăрмах туса хуман. Каçхине 21.30 сехетре вăл пĕр хĕр ачапа стадионта искуствăлла газон çинче ярăнса çÿренĕ чухне 13ри хĕр ача çине пырса кĕнĕ те авари пулнă вырăнтан тарнă. Оперативлă ушкăн инкек пулнă вырăна кайнă чухне каçхине А—151 трассăпа мотоцикл Патăрьел енне васканине сăнанă, çийĕнчех Первомайски енче ĕçлекен ДПС экипажне пĕлтернĕ. Çул-йĕр инспекторĕсем унăн йĕрĕ çине ÿкнĕ, ăна чарăнма ыйтнă. Арçын ача инспекторсене итлемен, Кĕçĕн Арапуç çывăхĕнчи вăрман тăрăхне тарса пытаннă.
Оперативлă служба сотрудникĕсем икĕ сехет хушшинче çул çитмен водителе те, вăрман тăрăхĕнче пытарнă транспорт хатĕрне те тупнă. Çапса хăварнă хĕр ачана вара пуç мимине юн кайнипе Шупашкарти ача-пăча клиника больницине ăсатнă. Вăл паянхи кун та сипленет.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕнчи ГИБДД патшалăх автоинспекцийĕн уйрăмĕ çул çитмен ачасене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнма, инкек-синкекрен асăрханма ыйтать. Водитель удостоверенийĕсĕр руль умне ларни те теветкеллĕхпех, çын пурнăçĕпех çыхăннă.
Павел РОМАНОВ,
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕнчи ГИБДД пайĕн начальникĕ, полици капитанĕ
Август 2026 |
