«Тăван çĕршыва хÿтĕлесси чăн-чăн арçын тивĕçĕ», — тет Владимир Киргизов (сăн ÿкерчĕкре). Владимир Васильевич 1974 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче Анат Туçара çуралнă. 2022 çул пуçламăшĕнче Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан салтак аттине тăхăнса курнă арçыннăн чунĕ лăпкăлăх çухатнă. Çавăнпах вăл 2024 çулта контракт çырса неонацистсемпе кĕрешме тухса кайнă. Туçа тăрăхĕн арĕ çак кунсенче «За воинскую доблесть» медалĕн иккĕмĕш степеньне тивĕçнĕ. Иртнĕ çул «Участнику СВО» медале илнĕччĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи СВО паттăрĕсен çар операцийĕнчи хастарлăхпа хăюлăхшăн медаль çумне медаль хушăнсах пырать.
(Хамăр корр.)
Август 2026 |
