Çĕнтерĕве çирĕп тыл пулăшмасан çывхартма йывăр. Муниципалитетра пурăнакансем çакна лайăх ăнланаççĕ.
Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах неонацистсемпе кĕрешекенсене пулăшма тăрăшать. Валерий Леонидовичăн ывăлĕ, Леонид Валерьевич, хăй те гуманитаркăпа унта пĕрре мар çитсе килчĕ, çавна май лару-тăрăва, салтаксене мĕн-мĕн кирлине питĕ лайăх пĕлет. Хальхинче те Кузнецовсем хăйсен вăйĕпе тата Алексей Гордеев предприниматель пулăшнипе стройматериалсем — пăтаран пуçласа краска таранах — хатĕрленĕ. Гуманитаркăна пĕр ялти Геннадий Кузнецов тăракан çар чаçне ăсатрĕç. Çапăçу хирĕнчен йывăр тиевлĕ машинăпах япаласем илме ятарласа килнĕ.
Инçе çула тухакансене, мирлĕ тÿпешĕн неонацистсене хирĕç кĕрешекенсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ, «Единая Россия» партин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн секретарĕн тивĕçне пурнăçлакан Николай Тинюков, Леонид Кузнецов сăмах илчĕç. Вĕсем салтаксене такăр çул суннă май фашист юлашкисене хăвăртрах çĕнтерме, сывлăхпа таврăнма сунчĕç, пулăшу парассипе малалла та ĕçлессине пĕлтерчĕç. Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Николай Марков протоиерей пурне те Турă хÿтлĕхне сунчĕ, техникăна сăвапларĕ.
— Позицисем улшăннă май салтаксен пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçма, çавна май çĕнĕ блиндажсем тума тивет. Кун пек чухне хăмасем, пăтасем тата ытти те питĕкирлĕ. Тавах пире пулăшнăшăн, — терĕ Украинăри ятарлă çар операцинчен отпуска килнĕ Геннадий Кузнецов. Унăн сăмахне ентешпе пĕрле слжбăра тăракан Владимир Красильников тăсрĕ. Вăл та Патăрьелсене ырă кăмăллăхшăн, алă тăсса панăшăн ăш сăмахсем каларĕ. Салтаксем Валерий Кузнецова гуманитари пулăшăвĕсемшĕн 25-мĕш пĕрлехи çарăн 149-мĕш юсав батальонĕн командованийĕ тата состав ячĕпе Тав хутне пачĕç .
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Август 2026 |
