Пушарсен сăлтавĕсем — электропроводка

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 14:44 Просмотров: 68

Патăрьел муниципалитет округĕнче çулталăк пуçланнăранпа 19 пушар (иртнĕ çулхи çак вăхăтра 23 тĕслĕх) пулнă.

Кăтарту иртнĕ çулхинчен лайăхрах. Çапах та çакă пушар хăрушсăрлăхне пăхăнас тĕллевпе сыхăлăха хавшатмалли сăлтав пулмалла мар. Кăçал çуркунне, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, шăрăх та типĕ çанталăк пулманран вут-кăварпа çыхăннă, типĕ курăка вут хыпса илнĕ тĕслĕхсем сахал. Çав вăхăтрах электричествăпа, хутмалли кăмака юсавсăр пулнипе çыхăннă инкексем нумайланчĕç. Нумай пулмасть çеç Ыхра Çырминчи пĕр хуçалăхра электропроводкăран пушар алхасса çемьене пысăк тăкак кăтартрĕ. Юрать-ха, кил хуçисем çурт-йĕрне инкек-синкекрен страхланă.

Патăрьелĕнчи садра тата пахчара усă курмалли япаласем, вăрлăхсем сутакан киоска вут хыпса илни те электричество замыканийĕпех çыхăннă. Суту-илÿ кĕтесне хуçасем арендăна илнĕ пулнă.

Организаци-предприятинче, учрежденисенче те пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пурнăçласа пымалла, хăрушлăх кăларса тăратакан электроприборсене, ытти хатĕрсене çийĕнчех улăштармалла. Округ центрĕнчи пĕр ача садĕнчи электрощитран тухнă пушара юрать-ха кунта ĕçлекенсем «01» служба сотрудникĕсем çитичченех сÿнтернĕ.

Андрей ТУКМАКОВ,

Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика