«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Таса çĕршыв» тата «Симĕс экономика» проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе тунă ĕçсене, «Результат пур!» халăх программине пĕтĕмлетрĕç.
Мероприятие муниципалит округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочине пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов, территори пайĕн начальникĕсем, предприяти-организаци ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ, «Таса çĕршыв» парти проекчĕн координаторĕ Эмир Бедертдинов сăмах илнĕ май экологипе çыннăн сывлăхĕ, ĕмĕрĕ çыхăннине, сывлăш, çĕр таса пулни хамăршăнах лайăххине, республикăра, пĕрлех округра та çак тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçланине каларĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ регион Раççейре чылай çул çут çанталăк тасалăхĕпе малти 10-мĕш вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Паллах, ĕçлемелли тата нумай. Çÿп-çап пухмалли контейнерсене вырнаçтарнăранпа вăрмансене, çырмасене çÿп-çап пăрахма чарăннă тесен те юрать, анчах ятарлă ещчĕкре мĕн кăна çук-ши? Кунта выльăх ăш-чиккине те, йывăç турачĕсене те, юрăхсăра тухнă сĕтел-пукана тата ыттине те курма пулать. Шел пулин те, çынсем юраманнине пĕлсех кайса хураççĕ. Йĕркене пăсакансене пуçран шăлмаççĕ, штраф параççĕ.
Патăрьелĕнчи çÿп-çап пухмалли полигон вырăнне çÿп-çапа пайлакан комплекс хăпартма палăртни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Ку ыйтупа ĕçлеме пикеннĕ: 2025-2026 çулсенче ăна туса хута ямалла. Сăмах май, строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Территорин планировки хатĕр, 30 пин кубла метр тăпра илсе килнĕ, шыв илме скважина чавнă, кирлĕ оборудованисене туянма контракт çырнă. Комплексăн подрядчикĕ — тулли мар яваплă «Воддорстрой» пĕрлешÿ, застройщикĕ — тулли мар яваплă «Экосфера-Ч» пĕрлешÿ.
Мероприятие хутшăнакансем ялсенче урама выльăх-чĕрлĕхе хуçасăр кăларса яни, çавăн пекех хушма хуçалăхра ĕнесемпе вăкăрсем нумай усранăран тавралăха шăрш сарăлни пирки хускатрĕç. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕ Петр Ефимов тĕплĕ хуравсем пачĕ.
ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăка сыхлассипе ĕçлекен Николай Костенко прокурорпа Патăрьелĕнчи шыв тасатакан сооруженисене, виçĕ округа килекен ушкăнлă водоводăн пĕрремĕш тапхăрне тунă çĕре, Патăрьелĕн хĕвел тухăç пайне таса шывпа тивĕçтерекен объектсене çитсе курчĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
