«Мирлĕ пурнăçа — утăм» çĕнĕрен старт илет

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 14:43 Просмотров: 82

Чăваш Енре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Мирлĕ пурнăç патне — утăм» проекчĕ июнĕн 24-мĕшĕнче çĕнĕрен старт илет.

Кун пирки Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа, Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, медицина работникĕсемпе парти проектне кăçал та пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе хатĕрленмелли пирки сÿтсе явнă.

Иртнĕ çул медиксем республикипе 550 хутчен ялсене тухса 69 пин ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Пуçласа 1570 çыннăн чирне тупнă. Вăл шутра онкологин пуçламăш тапхăрĕнчи чире те палăртнă.

Патăрьел муниципалитет округĕнче те «Сывлăх пункчĕсем» кашни территори пайнех тухса ĕçлерĕç. Тухтăрсем мĕн пурĕ 2000 ытла çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе кирлĕ сĕнÿсем панă. Партин çĕнĕ проекчĕ округра пурăнакансен чирĕсене вăхăтра палăртма, специалистсен сĕнĕвĕсемпе кирлĕ пек усă курма, квалификациллĕ пулăшу илме май парать.

Асăннă проектпа кăçал та сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем тухăçлă ĕçлеме, республикипе 73 пинрен кая мар çыннăн сывлăхне тĕрĕслеме палăртаççĕ. Хальхинче парти проектĕнче çĕнĕлĕх те пур. Вырăнсене çитекен «Сывлăх пункчĕсем» çумне «кардиопоезд» тата «детский доктор» бригада та хутшăнать.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика