Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан çемьере килĕшÿ хуçаланĕ ялан

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 14:42 Просмотров: 102

Уяв савăнăçлă самантран — салам сăмахĕсенчен — пуçланчĕ. Патăрьел округĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, «Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн» Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, Патăрьел, Шăнкăртам, Первомайски территори пайĕсен начальникĕсем — Николай Андреев, Ильнар Абейдуллин, Наталия Ермошкина — мероприятие хутшăннă май çемьесене тата нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнма сунчĕç.

Кашни çыннăн Турă çырни пур, теççĕ. Пÿртлĕре çуралса ÿснĕ Юрий Сидоров пулас мăшăрне ялĕнчех тупнă. Шкултан вĕренсе тухсанах çамрăк салтак ретне тăнă. Марина Шупашкарти çыхăну электротехникумĕнче вĕреннĕ. 1996 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче вĕсем туй кĕрлеттернĕ. Унтанпа часах 30 çул çитет. Çак тапхăрта мăшăр çурт туса тĕп килтен уйрăлса тухнă. 1998 çулта Юля, 2006 çулта Владислав çуралнă.

Сидоровсем хуçалăха куллен аталантарса пыраççĕ. Марина Пÿртлĕри клубра организаторта тăрăшать. Юрий хурт-хăмăр ĕçне кăмăллать. Вăл «Агростартап» программăн участникĕ. Обществăлла ĕçре те хастар пулнăран ял старости пулма суйланă.

Шăнкăртамри Раильпе Люция Юнусовсем кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнче кĕмĕл туйне паллă тунă.

— Эпир пĕрлехи юлташсем патĕнче паллашнă. Пĕр-пĕрне тÿрех килĕштертĕмĕр, тĕл пулма пуçларăмăр. Туйăмсене икĕ çул çурă тĕрĕсленĕ хыççăн çемье çавăртăмăр, — тет Люция Ирековна.

Равиль Фейзуллович Шăнкăртам территори пайĕн пурнăçне хастар хутшăнать, май пур таран пулăшу та кÿрет.

Юнусовсем виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Вĕсене ĕçе, йăла-йĕркене вĕрентсе ÿстереççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. Ялти спорт, культура мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: Юнусовсем муниципалитетра йĕркеленĕ «Çулталăк çемйи — 2018» конкурсра мала тухса округ чысне республикăра хÿтĕленĕ.

Патăрьелĕнчи Андрейпе Наталия Кирилловсем çине пăхсан та чун савăнать. Мăшăр пĕр сукмака такăрлатма пуçлани январĕн 28-мĕшĕнче 20 çул çитнĕ. Вĕсен пĕрремĕш тĕл пулăвĕ питĕ интереслĕ пулнă.

1999 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче Наталия Ивановна çуралнă кунне паллă тунă. Хăнана килнĕ юлташ хĕрне ăсатма тухсан вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе паллашма пултарасси пирки ун чухне шухăшлама та пултарайман...

Наталия Андрее салтака ăсатса янă, кĕтсе илнĕ. 2006 çулта çемье çавăрнă. Унтан çурт ача сассисемпе тулнă. Кирилловсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратнă.

Андрей Николаевич 26-мĕш пушар чаçĕнче вăй хурать, вăл хальхи вăхăтра караул начальникĕ. Наталия Ивановна Патăрьелĕнчи «Юмах» ача садĕнче воспитательте тăрăшать. Çавăн пекех вăл çамрăк çемьесен «Библиоанне» клубĕн хастар членĕ. Тĕрлĕ проекта, пултарулăх конкурсне хутшăнать.

Çемьере чашăк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть, пĕр-пĕрне каçарма, ăнланма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах çакна тĕпе хурса пурăнать те ĕнтĕ виçĕ çемье.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика