Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 14:42 Просмотров: 72

Çурхи ĕçсем майĕпен вĕçленсе пыраççĕ. Акнă-лартнă культурăсем те шăтса тухма пуçларĕç.

Майăн 21-мĕшĕ тĕлне округра çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 8,9 пин гектар акнă.

Вăрлăх сухана 560 гектар никĕсе хывнă.

Çĕр улми кăçал планпа килĕшÿллĕн 500 гектар лартмалла, 295 гектарта ĕçе вĕçленĕ.

Сахăр кăшманне 400 гектар е палăртнинчен 80 процент акнă.

Хĕвелçаврăнăш вăрлăхне тăпрана 250 гектар (71 процент) хывнă.

Пахча çимĕç 60 гектар йышăнать.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем анасене çум курăкран тасатассипе те ĕçлеме пикеннĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика