Патăрьел муниципалитет округĕнче иртнĕ черетлĕ информаци кунĕнче региона аталантармалли тĕп енсене, паянхи çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç: 2026 çулта шыва кĕмелли тапхăрта шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси; «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул», «Хула хăтлăхĕ» проекчĕсене пурнăçа кĕртни; 2025-2026 çулсенчи хутмалли тапхăр пĕтĕмлетĕвĕ; Чăваш Енре «Земство культура работникĕ», «Земство тренерĕ» программăна пурнăçа кĕртесси.
Информаци кунне Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Куданова, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, администрацин структура подразделенийĕсен, организаци-предприяти ертÿçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.
Шыв кĕмелли тапхăр
инкек-синкексĕр ирттĕр
Умра — хĕвеллĕ çу кунĕсем, шăрăх çанталăк. Çак тапхăрта ачасем çеç мар, аслисем те кÿлĕ, шыв хĕррине туртăнаççĕ. Паллах, çынсене шыва кĕме чараймастăн. Анчах ăçта, мĕнле условисенче шыва кĕме юрать? Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнас тесен мĕн тумалла? Шыва кĕмелли тапхăр вăхăтĕнче инкек-синкекрен сыхланма çак тата ытти ыйтусене çивĕчлетрĕ администрацин чрезвычайлă лару-тăру, гражданла хÿтĕлев, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин.
— Иртнĕ çулхи пекех кăçал та округра водолазсем тĕрĕсленĕ пилĕк вырăнта — Кзыл Чишмари, Патăрьелĕнчи, Турханти, Сителти, Треньелĕнчи — кÿлĕсенче çеç шыва кĕме юрать. Шыва кĕмелли тапхăрта пăтăрмах сиксе ан тухтăр тесен ашшĕ-амăшĕн уйрăмах ачисемшĕн тимлĕ пулмалла, аслисен те хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Ку тĕлĕшпе территори пайĕсенчи ялсенчи кÿлĕсем таврашĕнче шыва кĕме юраманнине кăтартакан паллăсем пулмалла. Шел пулин те республикăра иртнĕ çул 16 çын путса вилнĕ. Вĕсенчен пĕри пирĕн округран. Синкерлĕхрен пĕрлехи вăйпа çеç асăрханма пулать,— çивĕчлетрĕ ыйтăва Григорий Николаевич.
«Çĕнĕ шкул» партпрограмма çĕнĕлле ĕçлеме хистет
Чăваш Республикинче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» программипе килĕшÿллĕн юлашки çулсенче вĕрентÿ учрежденйĕсенче чылай çĕнĕ улшăну пурнăçа кĕрсе пырать. 2020-2025 çулсенче Чăваш Енре 9 çĕнĕ шкул, 14 ача сачĕ ĕçлеме пикеннĕ. Кăçал тата çитес çул республикăра тата икшер пысăк шкул хута каймалла. Çакă чăн малтанах ачасене кирлĕ пек тарăн пĕлÿ пама, шкул саккинченех кирлĕ профессие суйласа илме май парать.
Патăрьел муниципалитет округĕнче те юлашки 5 çулта партин «Çĕнĕ шкул» программипе вĕренÿ сферинчи чылай шкулпа ача сачĕ çĕнелчĕç, хăтлăланчĕç, шкул территорийĕсем тирпейленчĕç, ачасем апатланакан столовăйсем пуянланчĕç. «АПКна кадрсем», «Герой партти» тата ытти наци проекчĕсемпе те шкулсенче пысăк ĕç туса пыраççĕ. Администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕн координаторĕ Ирина Рубцова вĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, парти программисем вырăнсенче тулли хăватпа, çĕнĕлле ĕçлеме май панине каларĕ.
Ялсенче — хула хăтлăхĕ
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хула хăтлăхĕ» проекчĕпе округра тухăçлă ĕçлесе пынине палăртрĕ администрацин строительство пайĕн начальникĕн тивĕçне пурнăçлакан Виктор Ижедеров. Çак программа 2017 çултанпа вăйра. Юлашки çулсенче пин ытла çынлă Патăрьел, Пикшик, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Шăнкăртам ялĕсен территорийĕсенче хула хăтлăхне кĕртес тĕллевпе тĕрлĕ объектсем хута янă. 2020-2025 çулсенче мĕн пурĕ 34 картиш таврашне, 5 обществăлла территорие парти проекчĕн программипе тирпейлесе хăтлăлатнă.
Сăмах май, хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи тротуара хăтлăлатма пикеннĕ. Кунта малтанхи çĕр ĕçĕсем пыраççĕ.
Кадр ыйтăвне татма пулăшĕç
Хальхи вăхăтра патшалăх ялсенче çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтармалли, вĕсене хавхалантармалли çĕнĕрен те çĕнĕ программăсем хушăнсах пыраççĕ. Акă, 2025 çулта «Земство культура работникĕ», 2026 çултанпа «Земство тренерĕ» программăсем пурнăçа кĕме пикенчĕç. Прогрммăсен тĕллевĕсем — культура, спортпа физкультура сферинче кадр ыйтăвне татса парасси, професси ăсталăхне ÿстерсси. Информаци кунĕнче çак çĕнĕлĕхсемпе те паллашма май пулчĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
