Сарă-сарă кукша пуçсем ăçта кăна ÿсмеççĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 14:40 Просмотров: 110

КУКША пуç — хитре чечек, унран хĕр ачасем пуç кăшăлĕ тăваççĕ, аслисем варени хатĕрлеççĕ, вĕлле хурчĕсем пыл пухаççĕ. Усăллă çеçке тесех калас килет, анчах юлашки çулсенче вăл ытлашшипех ĕрчесе кайрĕ. Хирпе пынă чухне нумай çул ÿсекен курăк анисем таçтанах сап-сарă кавирпе витĕннĕн курăнаççĕ. Халĕ ялта, çурт умĕсенче те вĕсем çителĕклех. Аслăрах çулти çынсем тата пушă пÿртсем умĕнче пуçĕсене тăратсах лараççĕ.

Кукша пуçсем çеçкере пулнă вăхăтра хитре курăнаççĕ, каярах вара шап-шурă лараççĕ. Кăшт çил вĕрсенех «парашютлă» вăрăсем унталла та кунталла вĕçме пуçлаççĕ, çитес çул вара вĕсен йышĕ татах

ÿсет. Ăна вăхăтра çулмасан е имçам сапмасан малашне сарă чечек пире хăйĕн серепине илмĕ-ши?

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика