Шывăн турачĕ çуккине манас марччĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 14:39 Просмотров: 102

ÇАНТАЛĂК ăшăтнăран кÿлĕсемпе юхан шывсем хĕррисенче ачасене курма пулать. Чылай чухне вĕсемпе юнашар аслисем те çук. Çамрăк ăрăвăн чÿхенсе тухас, чăмпăлтатас шухăш та çуралма пултарни каламасăрах паллă. Тарăн мар вырăн тесе кĕрсе кайсан нуша курасси те инçе мар. Çурхи ейÿ хыççăн улшăнусем те пулма пултарнине шута илмелле. Шывăн турачĕ çук, çакна асра тытасчĕ.

Ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен шыв ăшăнса çитменни, аслисемсĕр унта кĕме юраманни пирки ачасемпе калаçусем ирттермелле. Çитĕннисен хăйсен те асăрханулăх пирки манса, çăмăлттайланса кÿлле е юхан шыва ишме кĕмелле мар.

Кăçал та иртнĕ çулхи пекех округри пилĕк ялти — Сителте, Турханта, Треньелĕнче, Патăрьелĕнче, Кзыл Чишмара — ятарлă вырăнта çеç шыва кĕме юрать, вĕсене тĕрĕсленĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика