Масар çинче те тасалăхпа тирпейлĕх кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 14:39 Просмотров: 136

ÇИТЕС шăматкун, майăн 30-мĕшĕнче, вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли кун. Çак кун чиркÿсенче вĕсен ячĕпе çуртасем çутаççĕ, просфор кастараççĕ. Нумай ялта асăнма масар çине каяççĕ. Унччен вара çăвасене тасатса тирпейлемелле: хăрнă йывăçсене касмалла, кивелнĕ чечек кăшăлĕсене тухса хумалла, хĕрессемпе картасене сăрламалла, чечексем лартмалла... Ĕçĕ çителĕклех. Чылай çĕрте ял хавалĕпе пухăнса субботниксем ирттернĕ-ха, çапах тирпейлемеллисем те пур. Хуть мĕн тесен те пирĕн, ку тĕнчере пурăнакансен, ĕмĕрлĕх куçне хупнă çывăх çыннăмăрсем канлĕх тупнă вырăна пăхса тăрасси — тивĕç.

Майăн 31-мĕшĕнче Троица уявĕ. Çак кун ялсенче уявсем ирттереççĕ, вăййа тухаççĕ, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика