Çĕнтерÿ паттăрĕсем валли

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 15:38 Просмотров: 129

2026 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Хушăвĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернине паллă тунă май граждансен çак категорийĕсене укçа тÿлеме йышăннă:10шар пин тенкĕ инвалидсемпе вăрçа хутшăннисене, вĕсен тăлăх арăмĕсене, ача чухне концлагерьте пулнисене, «Блокадăри Ленинградра пурăнакан» паллăпа чысланă çынсене.

Тыл ĕçченĕсем тата «вăрçă ачисем» 3 пиншер тенке тивĕçĕç. Республикăра кун пек пулăшу пурĕ 36 пине яхăн çынна валли пулать. Бюджетра çак тĕллевпе 120,4 млн тенкĕ пăхса хунă.

Паян Чăваш Енре 35 инвалид тата вăрçа хутшăннă çын, Блокадăри Ленинградра пурăннă 21, ача чухне концлагерьсенче пулнă 27 çын, çавăн пекех 633 тăлăх арăм пурăнать. Вĕсемсĕр пуçне 1800 çыннăн тыл ĕçченĕн статусĕ пур.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика