Çуркуннепе Ĕç уявĕ ырă пулăмсемпе асра юлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 15:28 Просмотров: 116

Çуркуннепе Ĕç уявĕ çулсеренех муниципалитет округĕнче пурăнакансене савăнăç кÿрекен, тĕрлĕ çулхи çынсене, тĕрлĕ наци халăхне, тĕрлĕ професси çыннисене пĕрлештерекен савăнăçлă кун. Кăçал та вăл Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадионта пысăк кăмăл-туйăмпа иртсе кайрĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи организаци-предприяти, учреждени коллективĕсен представителĕсем кашниех хаваслă кăмăлпа, капăрлатнă колоннăсемпе утса иртрĕç. Хĕвеллĕ çанталăкпа стадион лапамĕнчи çĕкленÿллĕ юрă-кĕвĕ кашни çыннах çунатлантарчĕ, хавхалантарчĕ.

— Майăн 1-мĕшĕнче эпир чăн малтанах ĕç çыннисене саламлатпăр, чыслатпăр, вĕсен умĕнче пуçа таятпăр. Паян шăпах ырă йăла-йĕркене малалла тăсса çутă уявра уйрăм хастарсене саламламалли самант,— терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов уява пухăннисене хаваслă кăмăл сунса.

Çуркуннепе Ĕç уявĕн иккĕмĕш пайĕ тата хĕрÿллĕрех иртрĕ. Мероприятие хутшăннă ĕç коллективĕсем тĕрлĕрен площадкăсенче спорт вăййисенче, тупăшусенче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Николай Андреев ертсе пыракан çамрăк кĕрешÿçĕссемпе «Паттăр» ФСК çумĕнчи Татьяна Торговцева тренерăн фитнес-аэробика «çăлтăрĕсем» хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Альбина Николаева

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика