Çитĕнÿре коллектив пулăшăвне мала хурать

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 10:22 Просмотров: 115

Черетлĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать пулин те ачасен кану пирки шутлама иртерех-ха. Пĕрисен патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытмалла, теприсен вырăнти çарпа спорт вăййисене хутшăннă хыççăн ытти тупăшусене хатĕрленмелле. Кулленхи пиçĕхÿсĕр çулленех муниципалитет, регион, Атăлçи федераци округĕнче çĕнтерÿçĕ пулаймастăн. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлекен Юрий Васюткин малтанхи вăхăтсенче физкультура урокĕсене те ертсе пынă. Халĕ вара преподаватель тата организатор пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентет.

Професси ăсталăхĕ çителĕклех унăн. Ачасен сывлăхне çирĕплетесси, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси — уншăн тĕп тĕллев. Паянхи пурнăçра ачасемшĕн çаксем чи кирли. Çавăнпа шкултан вĕренсе тухакан кашни выпускник кăмăлтан салтаксен йышне тăрать. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем те пур вĕсен йышĕнче.

Вĕрентекен ачасене предмета тĕплĕн алла илме хăнăхтарать. Ахальтен мар çитĕнекен ăру çулран-çул муниципалитет, регион шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулаççĕ. Раççей шайĕнчи тупăшура призера тухни те пур.

Юрий Иванович шкул ачисене муниципалитет шайĕнчи «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене хатĕрленипе çеç çырлахман. Вăйăсене йĕркелесе ирттерес тĕллевпе те тăрăшать организатор. Маларахри çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Патăрьелĕнчи монумент умĕнче Çĕнтерÿ кунĕнче иртекен парад валли вăйлă команда хатĕрленĕ.

Юрий Васюткин шкулти пĕрлештернĕ волейбол командин ертÿçи те. Ку енĕпе те спортсменсен çитĕнÿсем пур. Республикăри шкулти волейбол лигин финалти тупăшăвĕнче призера кĕнĕ.

Ачасене çеç ăмăртусене хатĕрлемест вăл. Хăй те професси конкурсĕсене, методика фестивалĕсене хутшăнма ÿркенмест. 2016 çулта, акă, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен ОБЖ олимпиадине хутшăнма вĕренекен хатĕрленĕшĕн, унта çитĕнекен ăру призера кĕнĕшĕн Чăваш Республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ.

2018 çулта нумай çул тăрăшуллă тата кăтартуллă ĕçшĕн ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ят парса чысланă тата ытти те.

Пур енĕпе те кăтартуллă вĕрентекен. Вăл шкул, ял, муниципалитет округĕн пурнăçне хастар хутшăнать. Коллективра, ашшĕ-амăшĕ хисепĕнче. Ачасемпе çывăх çыхăнура педагог. Вĕсене пурнăçра кирлĕ сĕнÿсем сахал мар парать. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн профессине мала хурса выпускниксем аслă шкулсене çак енĕпе кăмăлласа кайни те çирĕплетет.

Кăçал тепĕр савăнăç çитрĕ вĕрентекене. Ăна муниципалитет шайĕнче «Вĕрентÿри чи лайăх ĕçчен» ят парса чысларĕç. Çитĕнÿре педагог хăйĕн тăрăшулăхне çеç курмасть. Коллектив пулăшăвне, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине мала хурать.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика