«Айтуш» уçланки лăсăллă йывăçсемпе капăрланчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 10:20 Просмотров: 125

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче тирпей-илем субботникĕсене йĕркеленипе пĕрлех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асра тытса лартнă палăксем умне капăрлатрĕç, Пĕтĕм Раççейри «Асăну сачĕ» акцие хутшăнса тĕрлĕрен йывăçсем лартрĕç тата ытти те.

«Асăну сачĕ» акцие эпир те пысăк хастарлăхпа хутшăнтăмăр. Аслă Чемен территори пайĕнче культура, кану мероприятийĕсем иртекен «Айтуш» уçланкине лăсăллă йывăçсем лартса пуянлатрăмăр. Малашне кунта Аслă Чеменсен йăх-несĕлсене халалласа уçнă капăр çурт таврашĕсем вырнаçнă лапамри пушă вырăнта лиственница, хыр ешерĕ. Вĕсене пĕрлехи вăйпа пăхса йăл илме пулăшмалла.

Акцие халалланă экологи субботникне 100е яхăн çын кар тăрса тухрĕ (сăн ÿкерчĕкре). Вăл шутра Аслă Чементи шкул коллективĕ, волонтерсем, тыл ĕçченĕсем, ялти хастарсем, ватăсемпе çамрăксем... Пирĕнпе пĕрлех Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Кристина Тямина, «Шăмăршăри лесничество» учреждени директорĕ Александр Цыганов, Турханкасси лесничествин лесничийĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем вырăнсенче çакнашкал акцисем йĕркелени тавралăха йывăçпа пуянлатни, уçланкăна капăрлатни çеç мар, çĕршыв историйĕнчи пĕлтерĕшлĕ тапхăрпа, Аслă вăрçă çулĕсенче çĕнтерÿшĕн кар тăнă паттăр салтаксене яланах асра тытнине каларĕç. «Никама та манман, нимĕн те манăçман. «Асăну сачĕ» малашне те пуянланса, капăрланса çеç пытăр», — терĕç вĕсем.

Çĕнтерÿ уявĕ умĕн Аслă Чемен ял масарĕ патне каякан çулăн икĕ айккипе те лăсăллă йывăçсем лартса хăвартăмăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика